Агни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Агни — (тĕн тулашĕнче мĕнле ятпа çÿрени паллă мар, 1956 - 2004 ç.)Çĕрпӳри хĕрарăмсен Тихвин монастырĕн настоятельници. Ардатоври медицина училищинчен вĕренсе тухнă. 15 çул хушши республикăри сывлăх управĕн учрежденийĕсенче медсестра пулса вăй хунă. 1992 çулта Шупашкарти Спас-Переображени монастырьне Поликсени ятпа вырнаçать. Митрополит Варнава пехилĕпе Улатăрти хĕрарăмсен Киевпа Николаевск монастырьне тепĕр хут çĕкленĕ, Агни ятпа унăн настоятельници пулса тăрать. 1998-2004 çулсенче - Çĕрпӳри хĕрарăмсен Тихвин монастырĕн настоятельници. Ку монастыре çĕклес тесе мĕнпур вăйран тăрăшнă. Хальхи вăхăтра монастырь Çĕрпӳри – чи паллă вырăнсенчен пĕри шутланать.