«Руссланд» дивизи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

«Ру́ссланд дивизи» (1945 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнчен пуçласа акан 4-мĕшне çитиччен — «Ятарлă тĕллĕ симĕс çар», çакăн хыççăн 1-мĕш Вырăс наци çарĕ) — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин тапхăрĕнче вермахт йышĕнче Б.А. Смысловский (Артур Хольмстон суя ячĕпе хăйне палăртнă абвер зондефюрерĕ) ертсе пынипе çапăçнă çар йĕркеленĕвĕ. Йышĕ 6 - 10 пин тесе хаклаççĕ [1].

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хольмстон-Смысловскипе каярах туса хунă ВИÇ ертӳçи Власов генерал пĕр чĕлхе тупайманнипе дивизи ВМÇ шутне кĕмест. 1-мĕш ВНÇ шутне унчен шурă гвардейсем пулнисем çырăннă, çапăçусене раççей кивĕ ялавĕпе (шурă-синкер-хĕрлĕ) хутшăннă. Вăрçă вĕçĕнче унăн çумне раççей астулне тивĕçекен Владимир Кириллович кĕнĕ[2] хăйĕн идеологипе кадрсен политикине «большевиксем улталанă совет гражданĕсем» çине таянса тытса пынă Власова килĕшмен. 1945 çулхи акан 4-мĕшĕнче ВИÇ вермахта майлă çар статусне тивĕçет. 1945 çулхи акан 18-мĕшĕнче 1-мĕш ВНÇ Анăçалла чакма тытăнать, юлашкинчен Лихтенштейна çитет. Çар йышĕнче çак саманта 462 çын хĕсметре тăнă. Совет влаçĕсем коллаборационистсене пама ыйтнă, анчах та Лихтенштейн правительстви çакна тума килĕшмест те 1948 çулта камăн СССР-а таврăнас тĕллев çук пулсан, ăна Аргентинăна тухса кайма ирĕк панă.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Henning Freiherr von Vogelsang: Nach Liechtenstein – in die Freiheit. Der abenteuerliche Weg der „1. Russischen Nationalarmee in der Deutschen Wehrmacht“ ins Asyl im Fürstentum Liechtenstein. Gemeinde Schellenberg, Schellenberg 1980.
  2. ^ Александров С. А. "Политическая история Зарубежной России"