«Циклон» операци

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Циклон (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Афганистанри граждан вăрçи
РеволюциСоветсен тапăнăвĕ1989—19921992—2001ÇАПУ тапăнăвĕ

«Циклон» операци (акăл. Operation Cyclone) — Афган вăрçинче (1979—1989 çулсем) афган моджахечĕсене хĕç-пăшалпа пулăшмалли РУЦ программин кодлă ячĕ.[1] «Циклон» РУЦ-ăн чи хакла та нумай тапхăра пынă варттăн операци,[2] программăна финансăласси $20–30 миллион пĕр çулта пуçланса 1987 çулĕ тĕлне пĕр çулта $630 миллиона çитет.[3]

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Картерăн наци хăрушсăрлăхĕн канашçи Збигнев Бжезинский каланипе, афган моджахечĕсене американ пулăшăвне париччен АПШ Совет Союзне укçапа вăхăта тăкаклакан, Вьетнам вăрçи пек, вăрçă хирĕçĕвне, кĕртсе яма тăрмашнă. Хăйĕн 1998 çулхи Le Nouvel Observateur франци журналĕнчи калаçăвĕнче, Бжезинский çапла аса илет:[4][5]

Эпир вырăссене кĕрсе кайма тĕкмен, анчах та эпир вĕсем çапла тумалли пулайăва пысăклатрăмăр… Вăрттăн операци питĕ лайăх шухăш пулчĕ. Ăна пула Совет Союзĕ афган авăрне лекрĕ… Совет Союзĕ официаллă чикĕ урлă каçнă кун эпĕ Картер президент патне çыртăм: «Пирĕн халĕ Совет Союзне хăйĕн Вьетнам вăрçине туянтарса пăхтарас шанăç пур».

Программа[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Афган моджахечĕ Стрела-2 пăшалпа, 1988 çулхи çурлан 26-мĕшĕ

1979 çулхи утăн 3-мĕшĕнче американ президенчĕ Джимми Картер Афганистанри коммунистсене хирĕç вăйсене укçапа тивĕçтерес президент хушăвĕ çине ала пусать.[3] Совет çарĕсем Афганистана кĕрсе советсем майлă Бабрак Кармале президента лартсан, Картер: «Советсем Афганистана кĕни — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинчен пуçласа тĕнчери чи пысăк хăрушлăх», — тесе пĕлтернĕ.[6]

-- ...

Çултан çула программăна укçапа пулăшасси ӳссе пынă, çак ĕçре хăш американ политикĕсемпе патшалăх ĕçченĕсем хастар хутшăннă, вĕсем хушшинче Чарльз Уилсонпа Гордон Хамфри конгресменсене, РУЦ директорне Уильям Кейсие тата хӳтĕлев министрĕн çумĕ (политика енĕпе) пулса ĕçленĕ Фред Айкла палăртмалла.

Ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1979 çулхи раштав уйăхĕнче совет çарĕсем Афганистана кĕнине чылайăшĕ Совет Союзĕ хăйĕн кăнтăр чиккине сарса регионта çирĕпленсе юласшăнннипе çыхăнтарнă. Советсем кăнтăралла кайни хыççăн тухăçалла та — Пакистан çинелле, анăçалла та — Иран еннелле, тапăнаççĕ, пулĕ тесе шухăшлаттарнă. Американ политикĕсем, республикансем те, демократсем те, АПШ çак ĕçе хутшăннине чухламан, çавăнпа та Совет Союзĕн çывăх тухăçри нефте тĕрĕслесе тăрас тĕллевĕпе çыхăнтарнă. Теприсен шучĕпе, Совет Союзĕ Иранри ислам революципе афган исламланса пыни СССР мăсăльманĕсене илĕртме пултарнине хирĕçлеме хăтланнă.

Тапăннă хыççăнах Картер АПШ Перси кӳлмекĕнче нимле тулаш вăя хуçаланма ирĕк памĕç («Картер доктрини») тенĕ. Вăл тӳрех Совет Союзне тулă сутма чарать. Тырă экспорчĕ американ ял хуçалăхĕшĕн тупăçлă пулин те, Картер хăйĕн хушăвĕпе американ фермерĕсене йывăр тапхăра кĕртсе ярать. Çаплах вăл американсене 1980 çулхи Çуллахи Олимп вăййисене хутшанма Мускава кайма чарнă, çамрăк çынсене вăрçă хĕсметне тăмалли регистрацие йĕркеленĕ.

Совет çарĕсем Афганистанран тухсан американ правительстви çак ĕçрен пăрăнать. Американсем тӳрех афган хирĕçлĕвĕн ертӳçне, Гульбеддин Хекматияра тата унăн Афганистан ислам партине укçапа пулăшу пама пăрахаççĕ.[7] Çавăн пекех АПШ Пакистанри афган таркăнçисене пулăшма сахал укçа уйăраççĕ.

1990 çулхи юпара, американ президенчĕ Джордж Буш асли Пакистанăн ядерлă авăрсем çук тенипе килĕшмест, çавна пула Конгресăн ют патшалăхсене пулăшу саккунĕн Пресслер тӳрлетĕвĕпе (1985) Пакистан çине санкцисен вăйĕ ӳкет. Çак йышăнупа 1987 çулхи шантарупа иккĕмĕш транш памаççĕ, ун хыççăн Пакистана экономика пулăшăвĕ килме пăрахать. Çавăн пекех вăрçă ăстаçисене хатĕрлес программăсене чарса лартаççĕ, АПШ-ра стажировкăри пакистан офицерĕсене киле тавăрнă.[8]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Eduardo Real: ‘’Zbigniew Brzezinski, Defeated by his Success’’ (Акăлчанла)
  2. ^ The Oily Americans (акăлч.), Time (magazine) (2003-05-13). Тĕрĕсленĕ 8 Утӑ уйӑхӗн 2008.
  3. ^ 1 тата 2 Bergen, Peter, Holy War Inc., Free Press, (2001), p.68 (Акăлчанла)
  4. ^ Actualité, Spécial islamisme. (Франcла)
  5. ^ No Regrets: Carter, Brzezinski and the Muj. 2009 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ. (Акăлчанла)
  6. ^ Mark Urban, War in Afghanistan, Macmillan, 1988, p.56. (Акăлчанла)
  7. ^ Kepel, Jihad. 2002. (Акăлчанла)
  8. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок pildat не указан текст