Çĕрпӳ
| Çĕрпӳ | |
| Хула гербĕ |
|
| Патшалăх: | Раççей |
|---|---|
| Регион: | Чăваш Ен |
| Никĕсленĕ: | 1589 |
| Хула, çултан: | 1781 |
| Халăх йышĕ, пин çын: | 11,2 (1999) |
| Хула лаптăкĕ: | км2 |
| Геогр. широти: | 56° 04' |
| Геогр. долготи: | 47° 10' |
Çĕрпӳ — Çĕрпӳ районĕн администраци вырнаçнă хула. Мăн Çавалпа Кĕçĕн Çавал пĕрлешнĕ вырăнта, Шупашкартан 37 çухрăмра вырнаçнă. 1999 çул пуçламăшенче 11,2 пин çын пурăннă (1897 — 2,3 пин çын, 1959 — 5,9 пин çын, 1989 — 10 пин). 1589 çулта чăваш ялӗ вырăнĕнче Мускав Патшалăхĕн çар-пуç вырăнне туса хунă. 1781 çулта Çĕрпӳне уес хули статусне панă.
Çĕрпӳрен 8 çухрăмра Шупашкар-Канаш чукун çул иртсе каять.
Çӳр çул каялла кунта вырăссем кăна пурăннă, халĕ вара чăвашсем ытларах. Кунта автобус маршучĕсем иртеççĕ, Шупашкар хулипе çыхăнтараççĕ. Хулара пурăнакансем нумайĕшĕ Шупашкара ĕçе çӳреççĕ.
Çурчĕсем ĕлĕк йывăçран кăна пулнă. Кунта Тихвин монастирĕ тата ... пур.
Тупмалли |
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Тĕплĕнренрех Çĕрпӳ историйĕ статьяна вулăр.
Хула ячĕ çар пуçлăхĕ пек куçарăнать. Хулана никĕсленĕ çухне унăн пелтерĕшĕ вырăс мар халăхсене пăхăнтармалли вырăн пек пулнă. Крепость пулнă вăл. Унта салтаксем тăнă. Кремль те пулнă, анчах та ăна 1609 çулта кунти хресченсем çунтарса ярса кĕл тунă. Кайран вара çĕнĕрен ăна туса лартнă. Çирĕп пулнă вăл. Степан Разин ертсе пыракан палхавçăсемпе 1670 çулта ăна илес тесе çапăçнă, анчах илеймен.
[тӳрлет] Çĕрпӳ ярмăркки
Çĕртме пуçламăшĕнче кунта çулсерен ярмарка иртет. Ярмаркăна çынсем Шупашкартан, Хусантан, Канашран тата ытти хуларан килеççĕ.
[тӳрлет] Паллă çынсем
- Романов Милорик Фёдорович, чăваш кĕвĕçи
- Агни, Çĕрпӳри хĕрарăм Тихвин мăнастирĕн пуçлăхĕ
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет] Асăрхавсем
[тӳрлет] Вуламалли
[тӳрлет] Каçăсем
| Статья илемлĕхĕ начар.
Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа хушса кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |