Çармăс чĕлхи — финн-угор ушкăнне кĕрекен чĕлхе, финн сыпăкĕ. Мари Эл республикинче вырăс чĕлхипе пĕрле официаллă чĕлхе шутланать. Çармăссем калаçаççĕ.
[тӳрлет] Диалектсем
Çармăс чĕлхи виçĕ тĕп диалект çине пайланать — улăх, туçи тата тухăç калаçăвĕсем. Икĕ литература чĕлхи пур: улăх çармăспа туçи çармăс диалекчĕсем çинче никĕсленеççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те XX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленсе кайнă. Асăннă литература чĕлхисене пĕрлештерес тĕлĕшпе темиçе проект та йĕркелесе пăхнă, пĕри те ăнăçман. Çармăспа чăваш чĕлхи хăй вăхăтĕнче, вăтам ĕмĕрсенче, тачă çыхăнура тăнă. Çав хутшăнуран паян кунчченех çармăс чĕлхинче нумай чăваш сăмахĕпе ытти чĕлхе единици сыхланса юлнă. М.Р. Федотов словарĕ тăрăх, ун пек лексема хисепĕ 1 200 яхăн. Чăваш чĕлхинче 200 патне çармăс сăмахĕ пур.
[тӳрлет] Алфавичĕсем
1887 çулхи çармăс алфавичĕ
[тӳрлет] Улăх çармăс алфавичĕ
| А а |
Б б |
В в |
Г г |
Д д |
Е е |
Ё ё |
Ж ж |
| З з |
И и |
Й й |
К к |
Л л |
М м |
Н н |
Ҥ ҥ |
| О о |
Ӧ ӧ |
П п |
Р р |
С с |
Т т |
У у |
Ӱ ӱ |
| Ф ф |
Х х |
Ц ц |
Ч ч |
Ш ш |
Щ щ |
Ъ ъ |
Ы ы |
| Ь ь |
Э э |
Ю ю |
Я я |
[тӳрлет] Туçи çармăс алфавичĕ
| А а |
Ä ä |
Б б |
В в |
Г г |
Д д |
Е е |
Ё ё |
| Ж ж |
З з |
И и |
Й й |
К к |
Л л |
М м |
Н н |
| О о |
Ӧ ӧ |
П п |
Р р |
С с |
Т т |
У у |
Ӱ ӱ |
| Ф ф |
Х х |
Ц ц |
Ч ч |
Ш ш |
Щ щ |
Ъ ъ |
Ы ы |
| Ӹ ӹ |
Ь ь |
Э э |
Ю ю |
Я я |
Çармăс чĕлхине кĕнĕ чăваш сăмахĕ сасă тĕлĕшĕнчен пăртак улшăнать: хаяр – аяр, сухан – шоган, уксах – окшак, çамрăк – самырык.[1]
Чăваш чĕлхине çармăсран килнĕ сăмахсем урăхларах илтĕнеççĕ. Тĕслĕхрен: когыльо – кукăль, кутко – кăткă.
Çармăс чĕлхине чăвашларан уйрăм сăмахсем кăна мар, грамматика конструкцийĕсем те, вĕсен хушшинче аффикссем кĕнĕ.[2][3]
[тӳрлет] Сăмах тĕслĕхĕсем [4]
[тӳрлет] Асăрхавсем