Çиликкат

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Çиликкатхунсен патши. Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, вăл Аттил мăнукĕ, Ирнак ывăлĕ пулнă. Вăл VI ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче пурăннă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аттил вилнĕ хыççăн хунсен асар-писер самани пуçланать — патшалăхĕ саланса каять. Атăл ывăлĕсем тĕрлĕ çапăçусенче пуçĕсене хураççĕ. Упранса юлнă хун йăхĕсем вара тĕрлĕ çĕрсене куçса каяççĕ. Вĕсен пысăк ушкăнĕ Паннони (хальхи Венгри)çĕрĕнче юлать. Тепĕр пысăк ушкăнĕ Çурçĕр Кавказ таврашне таврăнать. Кунта та хунсемпе пĕртăванлă, çумчĕлхеллĕ йăхсем пурăннă. Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем вĕсене Атăл ертсе пынă сăварсем (савирсем) тесе çыраççĕ.

Иранра ун чухне чее те ултавлă Кават шах пулнă. Вăл 513 çулта Çиликкат патне элчĕсем ярать, хунсен патшине питĕ пуян парнесем парса хăй майлă çавăрать. Çиликкат вара хăйĕн 20 пинлĕ (икĕ таман) çарĕпе Висантие хирĕç вăрçăпа тухать.

Висанти императорĕ Юстиниан хунсене хăй енне çавăрас шутпа вĕсем патне элчĕсем ярать, анчах та килĕшӳ тума мел пулмасть. Вара вăл Çиликкатпа Кавата хирĕстерсе ярать. Кават Çиликкатăн çарне систермесĕр тапăнса çĕмĕрсе тăкать.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Летопись византийца Феофана от Диоклетиана до царей Михаила и его сына Феофилакта», 1884-1887.
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Хунсен ĕмпĕвĕсем
Атăл | Ирнак | Моте | Пӳçӳйттан | Çиликкат | Çинçипул | Тинĕс | Улат | Хуханье | Эллак |