Çурçĕр Пăрлă океанĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Çурçĕр Пăрлă океан çинчен куçарнă)
Arctic Ocean.png

Çурçĕр Пăрлă океан, — Евразипе Çурçĕр Америка континенчĕсем хушшинче вырнаçнă, лаптăкĕпе чи пĕчĕк океан. Лаптăкĕ 14,75 млн км2, объемĕ 18,07 млн. км3. Чи тарăн вырăн Гренланди тинĕсĕн 5 527 метр тарăнăшĕнче вырнаçнă. Вăтамран тарăнăшĕ вара 1 225 метр.

Тупмалли

[тӳрлет] Тинĕссем

Еврази патĕнче çак тинĕссем вырнаçнă: Норвеги, Баренц, Шурă, Карск, Лаптевсен, Хĕвелтухăç Çĕпĕр тата Чукотка тинĕсĕсем; Çурçĕр Америка хĕрринче çаксем вырнаçнă: Гренланди, Бофорт, Баффин, Гудзон кӳлмекĕ, Арктикăри Канадăн архипелагĕн заливĕсемпе проливĕсем.

[тӳрлет] Утравсем

Утравсен шучĕпе Çурçĕр Пăрлă океан Лăпкă океан хыççăн иккĕмĕш вырăна йышăнать. Чи пысăк утравсемпе архипелагсем: Арктикăри Канадăн архипелагĕ, Гренланди, Шпицберген, Франц-Иосиф Çĕрĕ, Çĕнĕ Çĕр, Çурçĕрти Çĕр, Новосибирск утравĕсем, Врангель утравĕ.

[тӳрлет] Судоходство

3-5 уйăх хушши Çурçĕр Пăрлă океан тăрăх тинĕссем утрлă тавар туртараççĕ. Ытларах енĕпе таварсене туртарма океана Раççей, АПШ тата Канада усă кураççĕ.

Пысăк портсем: Мурманск, Беломорск, Архангельск, Диксон, Тикси, Певек (Раççей); Тромсё, Тронхейм (Норвеги); Черчилл (Канада).

[тӳрлет] Асăрхавсем

[тӳрлет] Вуламалли

[тӳрлет] Каçăсем

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем