Çӳллĕ блондин таврăнни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Çӳллĕ блондин таврăнать ҫинчен куҫарнӑ)
Çӳллĕ блондин таврăнать
Le Retour du grand blond
Жанр камит
Режиссёр Ив Робер
Сценари
авторĕ
Ив Робер
Франсис Вебер
Композитор Владимир Косма
Кинокомпани Gaumont
Тăсăлу 84 мин.
Патшалăх Франци
Çул 1974
IMDb ID 0072080

«Çӳллĕ блондин таврăнни» (фр. Le Retour du grand blond) — Ив Роберăн шпион кинокамичĕ. «Хура пушмак тăхăннă çӳллĕ блондин» фильмăн малалли версийĕ.

Сюжет[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шпион вăййисем малалла пыраççĕ. Ятарлă хĕсметсем Перренран уйрăлмаççĕ — çĕнĕ министр Бернар Милан Вăрăм блондин пирки пуçтарнă досьене тупать. Камбрэ капитан Тулуз вăрăм блондинпа усă курса Милана вĕлерни пирки каланине итлесе, вăл Тулуз полковника хăй патне «суперагента» чĕнсе илме хушать. Леш вара арпашса кайса Блондин анчахрах тропикра ятарлă операцие пурнăçланă чухне пуçне хунă пирки хыпарлать, çапах та министр унăн виллине тăван çĕре илсе килсе чыслăн пытарма хистет. Тулуз хăйĕн çыннисене Перренпе Кристин пурăнакан Рио-де-Жанейрона суперагента вĕлерме тапăч парать. Блондинăн каллех хăрушлăхсем хушшинчне ним сисмесĕрех çӳрет. Вара Тулузăн агенчĕсем Кристина вăрласа каяççĕ, халĕ ĕнтĕ Блондин вĕсем ыйтнине тумалла — Париса таврăнса министр умĕнче суперагент евĕр кăтартса Милана вĕлернĕ пирки пуçарнă тĕпчев ĕçне пĕтермелле. Министр «суперагента» питĕ кирлĕ ĕçе ярасшăн. Тулуз вара блондина хăйĕн рольне кăтартнă хыççăн, вăл халĕ «ытлашине пĕлет» тесе леш тĕнчене ăсатасшăн. Перрена пулăшма унăн тусĕ Морис, Камбрэ капитан васкаççĕ…

Рольсенче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Совет дубляжĕнче фильма сасă кĕртнĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку кинофильм пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.