Ăренпур облаçĕнчи чăваш ялĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ăренпур облаçĕнчи Кăрми чăваш ялĕн панорами

Ăренпур облаçĕнчи чăваш ялĕсем — Раççей Федерацийĕнче хальхи Ăренпур облаçĕн территорийĕнче вырнаçнă чăваш ялĕсем. Вĕсен шучĕ темиçе теçетке таран пуçтарăнма пултарать (анчах унтан ытла мар). Облаçăн çурçĕр енчи районĕсенче вырнаçнă. Хăшпĕрисенче нацилĕх енчен хутăш халăх пурăнать.

Ăренпур облаçĕнчи чăваш ялĕсене асăнса тухни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Грачёвка районĕнчи чăваш ялĕсем — Çирĕклĕ Тук (выр. Верхнеигнашкино)
  2. Асекеево районĕнчи чăваш ялĕсем — Самарьел (выр. Самаркино)
  3. Бугуруслан районĕнчи чăваш ялĕсем —
  4. Бузулук районĕнчи чăваш ялĕсем —
  5. Курманай районĕнчи чăваш ялĕсем —
  6. Сорочински районĕнчи чăваш ялĕсем —
  7. Абдулино районĕнчи чăваш ялĕсем — Ялпай (выр. Николькино), Планлă (выр. Артемьевка е Булантамак), Кăрми (выр. Нижний Курмей), Кăрмипуç (выр. Верхний Курмей), Чăваш Сарайкăр (выр. Васильевка), Иссел (выр. Исайкино), Ӳсмел (выр. Артамоновка), Сахарьел (выр. Захаркино), Ваçуккел (выр. Васькино), Утинкел (выр. Степановка Первая), Симеллĕ (выр. Степановка Вторая).

В.Д.Димитриев асăннă районсенчи чăваш ялĕсен шутне çапла палăртать: Абдулино — 11, Асекеево — 2, Бугуруслан — 4, Бузулук — 4, Грачёвка — 6, Курманай — 2, Сорочински — 2[1].

Хăшпĕр хальхи вырăс ялĕсене никĕслекенсем хушшинче те чăвашсем пулнă. Курманай райцентр пирки акă мĕн каланă[2]:

Чăвашсем. Хĕрарăм тумĕ, XIX ĕмĕрĕн 2-мĕш çурри. Самар кĕпĕрни, Бузулук уесĕ, Новая Тепловка ялĕ. Завражнов Т.Е. коллекцийĕнчен, 1906

Курманай районĕнчи Ромашкино пирки çапла каланă[2]:

Çав районтиех Андреевка пирки[2]:

Кун пек ялсене В.Д.Димитриев хăйĕн списокне кĕртнĕ-ши е кĕртмен-ши — çакă паллă мар.

Çутĕç тата культура[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Оренбург облаçĕн тӳре-шарин порталĕ ĕнентернĕ тăрăх[3], мĕнпурĕ тăватă чăваш ялĕнче чăваш чĕлхи вĕрентеççĕ имĕш: Иссел, Планлă (Абдулино районĕ); Самарьел (Асекеево районĕ), Çирĕклĕ Тук (Грачёвка районĕ). Мĕнпурĕ 104 вĕренекен. Облаçри кĕнекесарсенче 1865 чăвашла кĕнеке.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кунти чăвашсем ку территорие, тĕпрен илсен, хальхи Самар облаçĕн çĕрĕсенчен, иккĕмĕшле-виççĕмĕшле миграци шучĕпе, куçса килнĕ.

Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Матвеев Г.Б., Иванов В.П. Чуваши Оренбургские. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  • Иванов В. П., «Этническая география чувашского народа», Чебоксары, 2003, ISBN 5-7670-1404-3.
  • Жакмон А. Чуваши в Оренбург­ской губернии // Московские ведомости. 1890. №45, 70.
  • Чуваши Приуралья. Чебоксары, 1989.
  • Чуваши в Оренбургской области. Оренбург, 1998.
  • Иванов В.П., Михайлов Ю.Т. Чувашское население Оренбургского края: формирование этнотерриториальной группы, этнокультура, динамика численности // Чувашский гуманитарный вестник. 2007–2008. №3.
  • Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.