Ааре (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Аре


Ааре, — Рейнăн чи пысăк сулахай юппи. Таршшĕ — 295 çухрăм, шывĕ 17,8 пин çх2 лаптăкран пухăнать.

Çалкуçĕ Берн Альпĕнчи Оберглетчер пăрлăхĕнче вырнаçнă. Малтанхи юхăмра ытти Альпри юханшывсенчен уйрăлса тăмасть — пусахасем, шыв сиккисем нумай. Темиçе пăрлă кӳлĕ урлă юхса тухать, вĕсенчен чи пысăкки — Кримçĕл. Аялараххи юхăмра кимĕсемпе ишме юрăхлă. Малалла юханшыв Бриенцпа Тун кӳллисем урлă, Биль кӳллипе юнаша юхса иртет. Биль кӳллипе юханшыва каналсемпе сыпăнтарнă. Берн хули тавра пысăк кукăр тăвать. Каярах Швейцари плати тăрăх юхса Рейна кĕрет.

Ааре пăр ирелнĕ шывпа тата юр шывĕпе тулать. Çумăр шывĕпе те чылай тулать. Час-часах юханшыв çыранĕнчен тухни пулать, ун чухне вара вăл хăйĕн шывĕпе пĕрле пылчăкпа чул чылай юхтарса антарать.

Юханшыв çинче икĕ шывуправĕ вырнаçнă:

Юпписем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чи пысăк юпписем: Рейспа Лиммах (кусем сылтăммисем пулаççĕ), Сарин (сулахай юппи).

Хуласем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юханшыв хĕрринче Берн хули вырнаçнă. Çавăн пекех унăн хĕрринче Аарау, Золотурн хулисем лараççĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]