Аварсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Аварсем, — Дагестанра пурăнакан йышлă халăх.Тăван ячĕ - МагIарулал.

Йышлă пурăнакан районёсем[тӳрлет]

Истори[тӳрлет]

562 çулта аварсем Пуян ертсе пынипе антсене çапса çĕмĕрнĕ те Танай урлă каçнă. Аварсем çав вырăнтан çурçĕрелле тапăнса кĕнĕ, дулебсем пурăннă вырăна йышăннă. Çапла вара, Иоанн Эфесский çырнă май, аварсем пăхăнтарнă халăх-йăхсем шучĕпе вăйланса пынă. 565 çулта Юстин II аварсене парне пама пăрахнă, вăл Висанти тĕрекленнĕ тесе шутланă ĕнтĕ, малашне аварсен вăйĕ варвăрсемпе вăрçма кирлĕ пулмасть тесе шутланă. Çав çултах аварсем Тюринги çине тапăнса кĕреççĕ, франксемпе ăнăçлă кĕрешсе вăрçаççĕ, вĕсен патшине Сигеберта II тыткăна илеççĕ. 567 çулта аварсем лангобардсемпе тамăрлă пулса Висанти пулăшнăгепидсене çĕмĕрсе тăкаççĕ, Тисă шывĕн улăхне йышăнса илеççĕ. Тепĕр çултан, лангобардсем Италине тухса кайсан, аварсем, хăйсен ханĕ ертсе пынипе Панони çĕрĕн хуçисем пулса тăраççĕ, кунтан вĕсем висанти çĕрĕсене тапăнма тытăнаççĕ. 568 çулта Пуян хан Висантирен дани ыйтать, памасан çĕрсене тустарса пĕтерессине пĕлтерет — хăйсен малтанхи тамăрĕсемпе кăтрикурсемпе хăратать: «Эп сирĕн çине çакăн пек çынсене яратăп Рим çине, вĕсем пур те вилсен те маншăн нимех те туйăмлă пулмасть». Вăтам Танайçире тĕрĕкленсен, талантлă маттур Пуян çулпуçĕ ертсе пынипе аварсем кунта «хрингă» йĕркиллĕ хӳтлĕх çурчĕсене туса лартаççĕ. Вĕсем йĕри-тавраллă хӳтлевлĕ çаврашкаллă пулнă. Пĕр шутлав тĕлĕрĕпе, тĕп «хрингĕ» — ханăн тĕп кил-çурчĕ — хальхи Тимишоара хули вырăнĕнче ларнă. Аварсем Висанти империне лăпкăлăх хучĕпе килĕшме сĕннĕ. Çак килĕшӳпе, аварсем висантине пăхăнса тăракан çĕрсенчен парăм пуçтарнă, уншăн вĕсем империн çурçĕр-анăç чиккисене славянсенчен сыхласа тăнă. 587 çулта çу уйăхĕсенче, Импери кесарĕ Тивери ыйтнипе, аварсен хаканĕ Пуян хăйĕн тĕкĕһçисемпе империн Иоанн çарпуçĕпе пĕрле Иллирикире Сава шыв урлă каçнă. Менандр çырнă тăрăх Пуян хан 60 пин хӳтĕленчĕксем тăхăннă утланçăсемпе славянсен тĕкĕрĕсене çапса çĕмĕрнĕ. Çав вăхăтра славянсен пысăк вăйĕсем Греци çĕрĕнче харçăра пулнă. Пуян сăмахĕсемпе ".. много мириад пленников из ромейской земли, у словен бывших в рабстве, снова вернул ромеям .." çапла ĕçсем тухнă. Пуян словенсемпе вăрçă ĕçĕсене Тивери палартнă лăпкăлăх килĕшĕвĕпе вĕçленĕ, словенсенчен кашни çул тупăç пуçтарма тивĕçе çирĕплетсе хунă. Аварсем анăçра Тӳринкĕ тата Итали çĕрĕсем, кăнтăрта — Константинопăль патнех çитнĕ, Иллирипе Далмацине пăхăнтарнă. Чи хăватлă тапхăрĕнче Хаканлăхĕн чиккисем Эльбăран Альпăна çити, Хура тинĕсрен Адриатикăна çити саралса выртнă. Хаканлăх тăмарĕсемпе вассалĕсен вăйĕсемпе усă курса, аварсем хăйсен сĕмне Танпа Балтика таврашĕнче пурлăх-тупăçа вăрçăсемпе дани çеç мар, таможньă пуçтарăвĕсемпе те тултарать.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Авар чĕлхи[тӳрлет]

Нахско-дагестан çемьене авар-анди ушкăна кĕреть.Авар чĕлхи виççĕ диалектсене пайланать :

  • çурçĕрти (авар литературин чĕлхи) ;
  • кăнтăр-хĕвелтухăçри;
  • кăнтăр-хĕвеланăçри.

Паллă аварсем[тӳрлет]

Литература[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]