Авеста

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Яшта (28.1)

Аве́ста (перс. اوستا,( вăт.-перс. Abastāg — «çирĕплетни» урăх-иран. Upastāka) — авалхи иран тĕнĕн литература палăкĕ. Сăртăшăн, авалхи мидисемпе перссен тата хальхи парссемпе гебрсен тĕп таса кĕнеки шутланать.

Авестăна, анлă сарăлнă версипе, пирĕн эрăчченхи I пинçуллăхăн 1-мĕш çурринче хайланă. Авеста текстне Сасан ăрăвĕн тапхăрĕнче (III—VII ĕмĕрсем) кодифициленĕ. Кăссай йĕркипе, Авеста текстне Александр Македонский пĕтернĕ, кайран вара ăна сăртăш мăчаварĕсем астуса тепĕр хут çырнă.

Тексчĕ[тӳрлет]

Авестăн икĕ редакцийĕ пур: тулли тата кĕскетни.

Авеста, тулли редакцинчи, тăватă пайран тытăнса тăрать:

Авестăн авалхи пайĕ — гатсем (гимнсем) — Ясна пайĕ пулать. Вĕсене Саратуштра çырнă теççĕ. Авестăн ытти пайĕсене Кĕçĕн Авеста ят панă. Авестăна, ăнлантарăвĕсемпе пĕрле Зенд-Авеста (вăтам перс. Zand — пĕлӳ) пулать.

Хальхи бельги ăсчахĕ Ж. Д. Гийемен хăйĕн гатсен (Саратуштра гимнĕсем) куçарăвĕ умĕнче çапла пишет:

Анăç «усрава илнĕ» Ази ывăлĕсенчен пĕрремĕшĕ Саратуштра пӳлĕхçĕ шутланать. Унăн вĕрентĕвĕ Грецие Христос тĕнне йышăниччен тăватă ĕмĕр маларах сĕмлет. Саратуштрăна Платон та пĕлнĕ. Буддăпа Конфуци сассисем Европăна çитме чылай вăхăт иртнĕ, çавăнпа та Саратуштра …авалхи Ази ăс-халлăха Анăçра пĕлтерекен пĕртен-пĕрри пулнă"

«Авестăн» иккĕмĕш редакцинче Вендидат, Висперед тата Ясна сыпăк кĕллисен пуххи. Çак сыпăксен йĕркине канонланă.

Чĕлхе[тӳрлет]

Авестăна авалхи иран чĕлхисен пĕррипе — авеста чĕлхипе (ятăн варианчĕсем: «зенда») хайланă. Тĕплĕн хăш çĕрте çак чĕлхепе калаçнине пĕлтермен.

Чĕлхе сăвă йĕркиллĕ, аллитераци, пуçламăш рифма, ассонанссем пур. Гатсем сăвăлла (5 тĕрлĕ силлаба виçепе) çырнă текстсем пулаççĕ.

Тĕпчев ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет]

XVIII ĕмĕрĕн варринче франци ăсчахĕ Анкетиль Дӳперрон (1731—1805) Индие каять, унта вăл 1755—1761 çç. сартăш мăчаварĕ каласа панă (пĕрлĕхĕ хирĕç пулсан та) Авеста текстне çырса илет. Çаплах вăл хăш алçырăвĕсене тупать, вĕсене Европăна таврăнсан, франци чĕлхипе, хăйĕн комментарипе хайласа, пичетлет.

Дӳперрон, Çутĕç саманин пайăр ăсчахĕ, Авестăна тĕпченисĕр пуçне Тухăçри урăх тĕн тексчĕсемпе ĕçленĕскер (вăл çавăн пекех фарсирен Упанишадсем куçарнă), этемлĕх кун-çулĕн кулленхи пурăнăçĕн тĕрлĕ тĕсĕсене хаклама, вырăна хума ӳкĕтленĕ. Унăн шухăшĕпе, çак евĕр таса текстсем этемлĕхĕн пĕрлĕ этеплĕх пуянлăхĕ шутне кĕрет, вĕсем пур çыншăн та ăсхал çăлкуçĕ пулать.

Авестăн иккĕмĕш кăларăмне нимĕç чĕлхине куçарса, 1776 çулта Ригăра çутта кăларнă.

Авестăн сĕмĕ Тухăç та, Анăç та философи шухăшĕсенче курăнать. Г. Гегель (1770—1831) çырнипе, сăртăш тĕн системи икĕ хирĕç вăйсем — Ырлăхпа Усаллăх — кĕрешнине кăтартать. Й. Коĕттĕн (1749—1832) чи паллă «Анăç-Тухăç диванĕ» ĕçĕнче «Авалхи перси тĕнĕн халалĕ» сăвă пур. Унта сăвăç Авестăри ĕненӳпе çутă тĕттĕмрен вăйлă пулнине кăтартать. Сарутуштра гимнĕн шухăшĕ-сăнарĕпе психофизика параллелизмĕ теорийĕн никĕсне хураканĕн — Теодор Фехнерĕн (1801—1887) — чун кăмăлне хускатать. Анчах та Ф. Ницше «Сарутуштра çапла каланă» паллă кĕнекинче пӳлĕхçĕне халăх йăхне тытса тăракан «çӳл-этем» шухăшне хăйĕнчен хушса кĕртет.

Европа чĕлхине (франци) Авестăна пĕрремĕш Анкетиль-Дюперрон куçарса 1771 çулта пичетлет.

Вырăсла Авестăна К. Коссович 1861 çулта куçарать.

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]