Австрази

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Австразия (Austrasia) — Меровинг франкĕсен патшалăхĕн çурçĕр-тухăç пайĕ (кăнтăр-анăç пайĕнче — Нейстри ларнă).

Истори[тӳрлет]

Мааспа Мозелĕн шыв-çĕрĕсене, çаплах Рейнран тухăçалла территорине (халĕ унта Францин çурçĕр-тухăç çĕрĕсем, Бельги, Нидерланд, çаплах Германин анăç территорийĕ те) йышăннă. Австрази тĕп хули Мец хулинче танă, çапах та хăш тăрăмĕсем резиденцине Реймс хулинче тытнă.

Австрази административлă енĕпе 511 çулта, Хлодвиг çĕре кĕрсен франксен патшалăхĕ иккĕне пайланнă хыççăн йĕркеленет. Австрази Хлодвигăн аслă (тăван мар) Теодорих ывăлĕн аллине лекет. VI—VII ĕмĕрсенче Австрази вăхăтлăха хăй тĕллĕ патшалăх йĕркипе те пурăнать, ăна патшасемпе майордомсем тытса пыраççĕ. Австрази майордомĕсенчен, 687 çулта тӳррипе франксен патшалăхĕн тăрăмĕсем пулса, Каролинг ăрăвне пуçласа яраççĕ.

Аслă Карл несĕлĕсем ертсе пынă чух Германи шутне кĕрет.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]