Адлер

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

АдлерХура тинĕс хĕрринчи курорт, Сочи хулари Адлер районĕнчи микрорайон, унăн историллĕ вырăнĕ. Хулара çак ятлă аэропорт, чукун çул чарăнăвĕ пур.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авал Мзымта юханшыв тинĕсе юхса кĕнĕ çĕртре абхазсен Лиешпо ятлă ял пулнă. XII ĕмĕрте ку вырăнта юнашар ĕлĕк Генуя çыннисен факторийĕ вырнаçнă. Хальхи пурăну вырăнĕн кун-çулĕ 1837 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Мзымта çинче вырăссем Таса Сывлăх хӳтлĕхне никĕсленĕренпе пуçланать.