Адмирал Нахимов (атомлă крейсер)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
  1. REDIRECT Шаблон:Вăрçă карапĕ (ракета-артиллери)

Пысăк атомлă ракета крейсерĕ «Адмирал Нахимов» (ПАРК) — Раççей Федерацин Çурçĕр флочĕн 1144 «Орлан» проекчĕпе тунă атомлă ракета крейсерĕ, 1999 çултанпа модернизацире. 1992 çулчен «Калинин» ятлă пулнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1983 çулхи çу, 17 тума пуçланă.
  • 1986 çулхи ака, 25 шыва антарнă.
  • 1988 çулхи раштав, 30 хĕсмете тăнă.
  • 1992 çулхи ака, 22 «Адмирал Нахимов» ята тивĕçтернĕ.
  • 1997 çулхи утă — юсава тăричченхи çӳрев
  • 1999 çулхи çурла, 14 çĕнетес тĕллевпе Северодвинск хулинчи Севмаш завода ремонта кĕртнĕ.
  • Юсавлă çĕнетӳ тунă чухне кивелсе ватăлса кайнă радиоэлектроника хатĕрне пĕтĕмпех улăштарĕç. Карап çине хальхи цифрăллă системăсене лартаççĕ — вĕсене пула крейсер радиоэлектроники XXI ĕмĕрĕн шайне хăпарать.

2008 çулта юсав планне улăштарнă, çавна пула çĕнетӳ ĕçĕ хăвăртланнă: авăн уйăхĕнчех ĕçлесе пĕтернĕ ядерлă çунчăка кăларса илнĕ. Хута 2012 çулта кĕртме палăртнă.[1]

Фотопухăм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]