Айтар

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Айтар, — IX ĕмĕр пуçламăшĕнчи пăлхарсен патши. Айтар пăлхарсене Атăл çине илсе килнĕ. Вăл Кăтра Паттăр тăхăмĕнченех тесе шутлаççĕ. Унăн ашшĕ Тукки пулнă. Тукки 830 çулта вилнĕ.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ашшĕ вилнĕ çулах Айтар патшана ларнă та 50 çул хушши астул тытса пурăннă. Пăлхарсем Айтар патша вăхăтĕнчех ислам сĕмне хăй май илме тытăннă пулмалла. Кури Вантер хăйĕн «Чăваш халăх историйĕ» кĕнекинче Айтар патша çинчен питĕ кăсăк хайлав çырса кăтарнă. Айтаран хĕрĕ Туйпике чирлĕ пулнă. Мăсăльман тĕнне вĕрентекен арап ăна мунчара Чулман хуранĕн милĕкĕпе çапăнма сĕннĕ. Çапла тунă хыççăн патша хĕрĕ сывалнă. Çак тĕлĕнтермелли ĕç хыççăн вара пăлхарсем ислам тĕнне тухма пуçланă. Арап тĕнне Айтар вăхăтĕнче тухма тытăнни пирки Испани тĕпчевçи Апу-Хамит Анталуçи те çырать. Вăл 865 çулта вилнĕ пулас.

Çăлкуçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]