Акатуй

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мускавра иртекен уяв
Мускавра иртекен уяв

Акатуй, — чăваш халăхĕн авалхи уявĕ. Ку уява уйхирти ака ĕçĕсене пĕтернĕ хыççăн уявланă.

Акатуя халĕ те иртереççĕ. Халĕ çак уявра турнирсем, çамрăксен вăйисене курма пулать. Малтан вара ку уяв йăла-йĕрке уявĕ пулнă, çынсем çак уява турăсене халалланă, ушкăнпа юрăсем юрланă. Авал чăвашсем çурхи ĕçсем ирттерес умĕн акатуя ирттернĕ, кайран çак ĕçсене пĕтернĕ хыççăн ăна чаплăн вĕçленĕ. Акатуй - çĕр ĕç уявĕ. Уяври çĕнтерӳçĕсем валли ятарласа кашни килрен парне пуçтарнă. Акатуйри ăмăртусенчен чи палли - кĕрешӳ. Кĕрешӳ - чăвашсен авалхи çапăçу системи.

Акатуя чăвашсем кăна мар уявлаççĕ. Тутарсем ăна Сабантуй теççĕ; пушкăртсемҺабантуй. Иккĕшĕн пĕлтерĕшĕ - ака туйĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Юмăç пăхни Чăваш халăхĕн авалтан пыракан уявĕсем тата йăли-йĕрки Чăваш Ен ялавĕ

Авăн сăри | Автан сăри | Акатуй | Ача ят хуни | Вăйă | Ĕрет | Ĕçкĕ-çикĕ | Карта чӳкĕ | Кăшарни | Кĕр сăри | Мункун | Никĕс пăтти | Ниме | Пуса сăри | Сĕрен | Сурхури | Çăварни | Çăнăхта | Çимĕк | Çинçе | Туй | Улах | Учук | Хăмпăлча | Хĕр сăри | Чӳк | Чÿклеме |