Альших

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Альших (акăлч.: Alcek болг.: Altsikurs) юланутлă пăлхарсен уртин ĕмпĕвĕ. Вăл VII ĕмĕрте хăйĕн ăрăвĕсемпе Итали варринче Матис тăвĕсем патĕнче Галло (Gallo), Сепино (Sepino), Бойано (Boiano), Исерниа (Isernia) тата ытти вырăнсенче пурăннă.

Истори[тӳрлет]

Альших, Купратăн пиллĕккĕмĕш ывăлĕ, Авар каганатĕнчи пăлхарсен уртине ертсе пынă. 631 çулта Авар каганачĕн астулне ларасшăн Альших аварсен ертӳçипе кĕрешнĕ. Анчах та çак политикăра вăл ăнăçу тупайман, аварсем пăлхарсене аркатнă, вĕсем вара Баварине çитнĕ. Çак çĕрте пурăнма Дагоберт I Франци патшинчен ирĕк ыйтнă. Вăл малтан хапăлланă пулнă, анчах та кайран хăйĕн çарне каçпа пăлхарсене касса пăрахма хушнă. Вилĕмрен 9000 çынран çиччĕрĕшĕ çеç çăлăнса юлнă. Вара вĕсем Италине тарса çитнĕ. Громул пăлхарсене Равенна çумĕнчи çĕрсенче пурăнма ирĕк панă.

Альших Аслă Пăлхара никĕслекен Купратăн ывăлĕ тесе чылай историксем шутлаççĕ, çапах та вĕсен теорине тĕплĕн тĕрĕслесе пĕтермен.


Аслă Пăлхар ĕмпĕвĕсем
Аспарух | Альших | Кăтра Паттăр | Кувер | Купрат | Питпуян | Урхан |