Амосов Николай Михайлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Николай Михайлович Амосов (раштав, 6 1913, Череповец çумĕнче — раштав, 12 2002, Киев) — совет (украин) хирургĕ-кардиологĕ, вырăс çыравçи.

Кардиологири çĕнĕ меслечĕсен, геронтологин, шутласа кăларнă интеллекчĕн сӳтсе ямалли ыйтăвĕсемпе тата «социаллă инженери» ĕçĕсен автăрĕ

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕр ĕçчен çемйинче çуралнă. 1935 çулта хăйĕн пĕрремĕш арăмĕпе пĕрле Архангельск медицина институтне вĕренме кĕрет, 1939 çулта çӳллĕ паллăсемпе ăна вĕçлет. 1940 инженер дипломне тивĕçет.

Вăрçă хирĕсенче хирург пулса 40000 ытла аманнă çынна операци тунă.

1944 çулта иккĕмĕш хут авланать — Л. Денисенко медаппана арăм тăвать. 1953 пуш уйăхĕнче тухтăр диссертацине хӳтĕлет те возглавил кафедру в Киев медицина институтĕнче кафедра ертӳçи пулса тăрать.

1960 çулта Украина Ăслăлăх Академийĕн Кибернетика институтĕнче биоэнергетика уйрăмне ертсе пыма хушаççĕ.

1968 çулта Киев туберкулезпа кăкăр хирурги ăслăлăх-тĕпчев институчĕн ертӳçĕн ăслăлăх çумĕ ĕç вырăнне лартаççĕ. Çав вăхăтрах вăл Тухтăрсен пĕлӳне ӳстерекен институчĕн кăкăр хирурги кафедрине етсе пырать (1955—1970).

1983 çултанпа— Чĕрепе пăрăхсен хирурги институчĕн директăрĕ. Украинăшăн чылай вăй хунăшăн Николай Амосова «Украинăри ĕмĕрти чаплă çын» ята параççĕ [1] 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ..

19621979 çулсенче СССР Аслă Канашĕн депутачĕ, 1989—1992 — СССР халăх депутачĕ.

Çемйи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мăшăрĕ — Денисенко Лидия, Киев медицина институтĕнче вĕренсе тухнă, хирург, физиотерапевт. Хĕрĕ — Екатерина Николаевна (1956 çулта çуралнă), медицина ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, Украина медицина академийĕн корреспондент-юлташĕ. Мăнук хĕрача — Анна.

Кĕнекисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1964 — «Мысли и сердце»
  • 1965 — «Записки из будущего»
  • 1975 — «ППГ 2266 (Записки полевого хирурга)»
  • 1977 — «Раздумья о здоровье»
  • 1979 — «Здоровье и счастье ребенка»
  • 1996 — «Преодоление старости»
  • 1997 — «Моя система здоровья»
  • 1999 — «Голоса времен»
  • 2000 — «Размышления»

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]