Амстердам-Рейн

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Амстердам-Рейн-канал
Amsterdam-Rijnkanaal
AmsterdamRijnkanaal.air.jpg
Пахалăхĕ
Вăрăммăш 72 çм
Чи тарăнăш 6 м
Вырнаçăвĕ
Location Amsterdam Rijnkanaal.PNG
Патшалăх 22x20px
Амстердам-Рейн-канал Викиампарта

Амстердам-Рейн-канал (гол. Amsterdam-Rijnkanaal) — Нидерландсенчи Амстердама Рейн шыв çулĕпе çыхăнтаракан канал. Канал Амстердам порчтне Германири Рур облаçĕпе çыхăнтаракан кирлĕ шыв артерийĕ шутланать, çаплах унпа çĕр-шывăн анăç пайне шыв янттипе тивĕçтерме усă кураççĕ.

Шыв çулĕ[тӳрлет]

Эй амстердам гавăнĕнчен пуçласа Брёкелена çити канал кăнтăралла каять, кайран кăнтăр-тухăçалла пăрăнать те Утрехт витĕр тухать. Кун хыççăн канал Мерведе-каналпа çыхăнать те Лек урлă Вейк-бей-Дюрстеде патĕнче, кайран Линге урлă каçса каять те Тил хули çумĕнче Ваал патнелле юхса пырать. Канал анлăшĕ: 100 - 120 метр, тарăнăшĕ — 6 м çити.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

1892 çулта тунă Мерведе-каналпа (Амстердамран Горинхема çити) карапсене куçарма хĕнрех пулма пуçласан, çĕнĕ канал тума йышăннă. Çакнашкал саккуна 1931 çулта кăларнă, анчах Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине пула тӳрех пуçлайман. Амстердампа Утрехт хушшинчи шыв çулне анлăлатнă, каналăн кăнтăр енчи пайне çĕнĕрен чавса илнĕ.

Канала 1952 çулхи çăвăн 21-мĕшĕнче уçнă, 1965 - 1981 çулсенче канала лайăхлатнă.

Шлюзĕсем[тӳрлет]

Мари елик шлюзĕсем
  • Мари елик шлюзĕсем (Равенсвай)
  • Ирен елик шлюзĕсем (Вейк-бей-Дюрстеде)
  • Бернард тиккĕ шлюзĕсем (Тил)

Кĕперсем[тӳрлет]

Амстердамра, канал айĕпе Пит-Хейн (Piet Heintunnel) тоннель пырать, унсăр пуçне канал урлă темĕн чухлĕ кĕпер хунă, тĕслĕхрен:

  • Амстердамсебрюг (Amsterdamsebrug)
  • A1 шоссе кĕперĕ
  • Де-Мернбрюг (De Meernbrug)
  • Хогевейдебрюг (Hogeweidebrug)
  • Клаус тиккĕ кĕперĕ (Prins Clausbrug)
  • A27 шоссе кĕперĕ
  • A15 шоссе кĕперĕ

Каçăсем[тӳрлет]