Ангара (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал


Ангара́Хĕвелтухăç Çĕпĕрти юханшыв, Енисей юханшывĕн чи пысăк сылтăм юппи, Байкалтан юхса тухакан пĕртен пĕр юханшыв.

Ячĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

ячĕ бурят чĕлхинчи анга (уçă тата çурăк) сăмахран тухнă. Документсенче XIII ĕмĕртен Анкара-Мурэн ятпа асăнаççĕ. Маларах Илим юханшывĕнчен аялларах Çӳлти Тунгуска тесе каланă.

Юпписем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ангаран чи пысăк юппи - сулахай енчи Тасеева Ытти пысăкрах юпписем: сылтăмра - Илим, Чадобец, Иркинеева, Каменка; сулахайра — Иркут, Китой, Белая, Ока, Ия, Кова, Мура.[1] Байкалăн пĕтĕм шывĕ Ангара витĕр кайнă май, Селенга Ангаран тĕп юппи шутланма пултарать. а

Хуçалăхра усă курни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ангарах вăрăмах пулмасан та 1 779 км, 380 м таран çӳллĕшне ылмаштарать. Çавăнпа гидроэнергетика валли пысак потенциаллă. Юханшыв çинче виçе ГЭС туса хунă: Иркутск ГЭСĕ, Братск ГЭСĕ тата Усть-Илимск ГЭСĕ. Халь Богучар ГЭСне тăваççĕ. Малалла тата Анатри Ангара ГЭСĕсен каскадне тума планлаççĕ.

Пурăнан вырăнсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ангара хĕрринче Иркутск, Ангарск, Усолье-Сибирское, Свирск, Братск, Усть-Илимск тата Кодинск хулисем вырнаçнă. Унсăр пуçне Мегет, Балаганск, Усть-Уда, Осиновка, Железнодорожный, Богучаны, Мотыгино пурăнан вырăнсем юханшыв хĕрринче.

Кĕперсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1891-мĕш çулта Ангара урлă пĕрремĕш понтон кĕперĕ хывнă. Кĕпер уçнă вăхăтра Иркутск витĕр цесаревич Николай II иртсе кайнă. КУ кĕпер 45 çула яхăн тăнă. Кĕпер витĕр пĕр еннелле кăна кайма май пулнă, пĕр-пĕринчен иртсе кайма пулман[2].

1931-36 çулсенче кивĕ Ангара кĕперĕ хывнă, вăл Иркутскăн сылтăм тата сулахай çыранта вырнаçнă пайĕсене пĕрлештернĕ. 1978-мĕш çулта Ангара урлă иккĕмĕш кĕпер туса пĕтернĕ, вăл Иркутск хули хĕрринчи Пади Топка тата Жилкинона çыхăнтарнă. . 1999-мĕш çулта Ангара кĕперĕ тума тытăннă. 2002-мĕш çулта ĕçсем чарăннă, 2005-мĕш çулта çĕнĕрен пуçланнă. 2009-мĕш çулта кĕперĕн пĕр енĕпе çӳреме тытăннă, 2010-мĕш çулта икĕ еннелле те çул уçнă.

Галерея[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тата пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ А. А. Соколов Глава 23. Восточная Сибирь.
  2. ^ Ангарские мосты — газета «Копейка»


КАçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Ангара Шаблон:Енисей