Андрон культури

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Андрон этеплĕхĕн ареалĕ. Тексĕм хĕрлĕ тĕс — Синташта-Петровка формацийĕ. Хĕрлĕ-кăвак тĕс — вил тăприсем, вĕсенче шăллă урапаллă колесницăсем. Симĕс тĕс — юнашар этеплĕхсем (афанаçи этеплĕхĕ, пураллă этеплĕх, бактрипе магри этеплĕхĕ).
Ӳкерчĕк:Arqaim.jpg
Аркаим, пирĕн эрăччен 2000 çулта андрон этеплĕхĕн (Синташта-Петровка хормацийĕ) çыннисем никĕсленĕ, пулас.

Андрон этеплĕхĕ, Андрон культури — пирĕн эрăчченхи 23001000 çулсенче Хĕвеланăç Çĕпĕрпе Вăтам Азин хĕвеланăç çĕрĕсенче аталаннă бронзă ĕмĕрĕнчи çывăх археологи этеплĕхĕсен пĕрлехи палăртăвĕ.

Ячĕ Ачинск хули çумĕнчи Андрон ялĕнчен (55°53′ с. ш. 55°42′ в. д. / 55.883333° с. ш. 55.7° в. д. (G)) тухать, кунта 1914 çулта вилтăпрасене пĕрремĕш тупнă.

Андрон этеплĕхне вырăс археологĕ С. А. Теплоухов 1927 çулта уйăрнă. Тĕпчев ĕçсене археологом К. В. Сальников та ирттернĕ, вăл 1948 çулта андрон этеплĕхĕн палăкĕсен пĕрремĕш квалификацилет. Унăн палăртăвĕнче виçĕ тапхăр: фёдоров, алакуль тата замараев тапхăрĕсем.

Халĕ андрон этеплĕхĕнче 4 тăван этеплĕх тесе шутлаççĕ:

Сарăлни[тӳрлет]

Андрон этеплĕхĕ анăçра Урала тата Атăла таран çитнĕ, кунта вăл пураллă этеплĕхпе хутшăннă. Хĕвелтухăçра андрон этеплĕхĕ Минусин котловини патнех çитиех саралнă, малтанхи Афанасьев этеплĕхĕн хăш çĕрĕсене те хăй йышне илнĕ. Кăнтăрта уйрăм палăксене Копетдаг ту йĕрĕсенче (Туркменистан), Памирта (Таджикистан) тата Тянь-Шань (Кăркăстан) тупнă – кунта дравид чĕлхиллĕ йăхсем пурăннă[1]. Çурçĕр енче тайгапа вĕçленнĕ. Атăл таврашĕнче те пуралла этеплĕх сĕмĕ чылаях сисĕнет. Волгоград патĕнче Фёдорово евĕр керамика шыраса тупнă.

Кулленхи пурнăç[тӳрлет]

Çурма çĕр тата çĕр çинчи пура пӳртсенче пурăннă. Хăш пурăну вырăнĕсене (тĕслĕх, Петровкăпа Боголюбово çумĕнче) хăпартнă тăпраллă тата канавлă хӳтлĕхпе çавракаланă. Вала йывăçпа шалчаланă. Канав урлă шала кĕме вырăнсем хаварнă, вал çинче хапха туса лартнă.

Вилесене çĕр шăтăкĕсене пытарнă, çиелтен чулпа витнĕ, хăш чух чул плиттисемпе йĕри-тавра çавăрнă. Йывăçпа усă курни те тĕл пулать.

Андрон этеплĕхĕ тата индоирансем[тӳрлет]

Малтанхи индоирансен куçавĕсемпе çыхăннă археологи этеплĕхсем.

Андрон этеплĕхне, яланхи пекех, малтанхи индоирансемпе çыхăнтараççĕ

Кайранхи этеплĕхсем[тӳрлет]

Синташта-Петровка этеплĕхне Фёдорово этеплĕхĕ (1400—1200 çулсем) тата Алексеевка этеплĕхĕ (пирĕн эрăччен 1200—1000 çулсем) улăштарать, вĕсем андроннин шутне кĕреççĕ.

Кăнтăр Çĕпĕрпе Казахстанра андрон этеплĕхĕ хыççăн карасук этеплĕхĕ (пирĕн эрăччен 1500—800 çулсем) вырăн йышăнать. Анăç чикĕре андрон этеплĕхне пура этеплĕхĕ улăштарать, ун çине апаш этеплĕхĕ сĕм ярать.

Çак çĕрсенче историре киммерисемпе саксем/скифсем пурăннине ассири хроникисенче çырнă. Пирĕн эрăччен 9 ĕмĕрте çак йăхсем хальхи Украинăн çĕрне куçма тытăнаççĕ (çавăн пекех Чуллă хĕрарăм статьяна вулăр), пирĕн эрăччен 8 ĕмĕр вĕçĕнче Кавказ урлă каçса Анатолипе Ассирие çитеççĕ. Фракисем киммерисенчен пулса тухнă, пулас. Геродот та, Страбон та çак йăхсем иран несĕлĕсем пулнине палăртаççĕ.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

  • Теплоухов С. А. Опыт классификации древних металлических культур Минусинского края, в сборнике: Материалы по этнографии. Этнографический отдел Государственного Русского музея, т. 4, в. 2, Ленинград, 1929.
  • Киселёв С. В. Древняя история Южной Сибири, Москва—Ленинград, 1949.
  • Черников С. С. Восточный Казахстан в эпоху бронзы, Москва, 1960.
  • Сальников К. В. Очерки древней истории Южного Урала, Москва, 1967.
  • Смирнов К. Ф. Кузьмина Е. Е. Происхождение индоевропейцев в свете новейших археологических открытий. Москва, 1977.
  • Потемкина Т. М. Бронзовый век лесостепного Притоболья. Москва, 1985.
  • Кузьмина Е. Е. Древнейшие скотоводы от Урала до Тянь-Шаня. Фрунзе, 1986.
  • Mallory, J. P. (1989), In Search of the Indo-Europeans: Language, Archaeology, and Myth, London: Thames & Hudson.
  • Кузьмина Е. Е. Откуда пришли индоарии. Москва, 1994.
  • Anthony, David & Vinogradov, Nikolai (1995), «Birth of the Chariot», Archaeology 48 (2): 36-41.
  • Diakonoff, Igor M. (1995), «Two Recent Studies of Indo-Iranian Origins», Journal of the American Oriental Society 115 (3): 473—477.
  • Mallory, J. P. (1997), «Andronovo Culture», Encyclopedia of Indo-European Culture, Fitzroy Dearborn.
  • Bryant, Edwin (2001), The Quest for the Origins of Vedic Culture: The Indo-Aryan Migration Debate, Oxford University Press, ISBN 0195137779.
  • Jones-Bley, K.; Zdanovich, D. G. (eds.), Complex Societies of Central Eurasia from the 3rd to the 1st Millennium BC, 2 vols, JIES Monograph Series Nos. 45, 46, Washington D.C. (2002), ISBN 0-941694-83-6, ISBN 0-941694-86-0.
  • Fussman, G.; Kellens, J.; Francfort, H.-P.; Tremblay, X.: Aryas, Aryens et Iraniens en Asie Centrale. (2005), Institut Civilisation Indienne ISBN 2-86803-072-6

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]