Анкăлсем
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Анкăлсем (лат. Angli, акăл. Angles, ним. Angeln) — герман йăхĕ, вĕсене пĕрремĕш Тацит асăнать.
IV ĕмĕр — V ĕмĕр пуçламăшĕнче анкăлсем Ютландин кăнтăр енче (Германин Шлезвиг-Гольштейн федераци çĕрĕн территорийĕ) пурăннă. VI ĕмĕрте сакссемпе пĕрле Британи çĕрне çĕнсе илнĕ. Çакăн хыççăн виççĕ патшалăх йĕркеленĕ: çурçĕр анкăлсем — Нортумбрине, вăтисем — Мерсине, тухăçрисем — Тухăç Англине.
VII-X ĕмĕрсенче анкăлсемпе сакссем пĕрлешсе пĕр халăх пулса тăнă. Вĕсем хальхи акăлчансен мăн аслашшĕсем (ламтайĕсем) пулаççĕ.
Вуламалли [тӳрлет]
- Шаблон:ВТ-ЭСБЕ
- Шор Т. У. Глава III. Англы и их союзники // Происхождение англо-саксонской расы. — Лондон: 1906.