Апаш культури

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Апаш культурибронза ĕмĕрĕн пирĕн эрăччен II пинçуллăхĕн иккĕмĕш пайĕнче Раçсейĕн европа территоринче (Калуга облаçĕнчен Пушкăрт Республикин кăнтăр çĕрĕсенче аталанса пынă археологи культури.

Тĕпчев ĕçĕсен историйĕ[тӳрлет]

Хăйĕн ятне Апаш (Чăваш республики) ялĕнчен илет, çакăнта 1925 çулта пирвай куркансене тупнă.

Пулса кайни[тӳрлет]

Хăш тĕпчевçĕсен шухăшĕпе, апаш культури, фатьян культури евĕрех, вăтаднепр культурипе çыхăннă, вăл унăн вырăнти (локаль) пураллă культурăллă варианчĕ пулать. Апаш вилтăприсенче европаевĕрлĕ сарлака ĕренкĕллĕ пурăнакансене чавса кăларнă. Этнос енчен апаш халăхĕ арисем шутне кĕреççĕ, çак пĕтĕмлетӳсене авалхи индисен «Ведисемпе» пĕрпеклĕхĕсем тата археологипе антропологии[1] хыпарĕсем çирĕплетеççĕ.

Культура[тӳрлет]

Кургансенче эрешленĕ тăм савăт-сапа, пăхăр тата кĕмĕл капăрлăхсем тупса палăртнă.

Апашсен культурин паллă элеменчĕ — утсене (лашасене) пăхса усрасси. Вĕсем колесница[2] тума пултарнă. Чултан, пăхăртан тата килти тата тискер выльăх шăммисенчен ăсталанă ĕç хатĕрĕсем сунар, выльăх-чĕрлĕх усрани тата çĕр ĕçлени пирки пĕлтереççĕ. Апашсем пĕрмĕшсем Уралти тĕсĕллĕ металсен управĕсемпе ус курма тытаннă [3].

Апаш культурин пурăну вырăнĕсене Уралçире çеç тупнă.

Апаш йăхĕсем кăвайтпа Хĕвел культне (Сăртăш евĕр) çав тери пăхăнса тăнă.

Андрон культурипе хутшăнни[тӳрлет]

Пурнăç йăлисемпе апашсем андрон культурин йăхĕсене çывăх шутланаççĕ. Кăнтăр Урал апашĕсем тухăç кӳршисемпе — андронсемпе — тачă хутшăнусем тытса пынă. Апашсем андрон йăхĕсенчен тăм савăчесене илемлетмелли хăш тĕррисене «кивçенленĕ». Çавăн пек савăтсене Метевтамак вил тăприне чавса тупнă. Апаш культурин хăш уйрăмлăхĕсем андронсене куçаççĕ. Çапла ĕнтĕ нумай апаш металл капăрлăхĕсене андрон палăкĕсенче палăртаççĕ. [1].

Вуламалли[тӳрлет]

J. P. Mallory, "Abashevo Culture", Encyclopedia of Indo-European Culture, Fitzroy Dearborn, 1997.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]