Арис Аркадий Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Аркадий Арис
Arcady Aris.jpg
Çуралнă чухнехи ят:

Арис Аркадий Иванович

Çуралнă вăхăт:

1901 çул, кăрлач, 29

Çуралнă вырăн:

Синер ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен

Вилнĕ вăхăт:

1942çул

Вилнĕ вырăн:

Çĕпĕр, ГУЛАГ

Ĕçлев тĕсĕ:

чăваш прозăçи, литература тишкерӳçи, тăлмачĕ.

Арис Аркадий Иванович (паспортри хушамачĕ Золотов) (1901 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕ, Синер ялĕ, Элĕк вулăсĕн (халĕ Чăваш Республикин Элĕк районĕ), Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ1942 çул, ШĔХК лагерĕ.Çĕпĕр, СССР), — чăваш прозăçи, литература тишкерӳçи, тăлмач.

СССР ÇП пайташĕ(1934 çул).

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет]

1901 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче Хусан кĕпернине кĕнĕ Етĕрне уесĕнчи Элĕк вулăсĕн (халĕ Чăваш Республикин Элĕк районĕ) Синер ялĕнче çуралнă.

Элĕкри икĕ класлă шкулта хута вĕренсе 1915 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлӳ тытăннă.

Кунта вăл К. В. Ивановăн, Т. С. Семёновăн, Шупуççыннин ĕçĕсемпе паллашнă та хайĕн пурнăçне чăваш литературипе çыхăнтарма шутланă.

Совет влаçĕн пĕрремĕш кунĕсенчех Аркадий Золотов халăхăн пурнăçне хастар хутшăнать. 1919 çулта ăна Чĕмпĕр кĕпернин ĕçтăвакан комитечĕн çутĕç пайĕн чăваш уйрăмĕн ертӳçĕ пулма суйланă. 1919 çулхи ака уйăхĕнче Арсений тата Николай тăванĕсемпе ирĕк кăмăлпа 7-мĕш Чĕмпĕр стрелокĕсен полкне (командир — Космовский Н.С.) хĕсмете тăнă та 1919—20 çулсенче Ăренпур, Илецк тата Уральск патĕнчи йывăр çапăçусене хутшăннă. Фронтра вăл большевиксен партине кĕнĕ.

Вăрçăран таврăнсан Аркадий Иванович 1922 çулта вĕрентӳçсен институтĕнче вĕренсе тухать.

1922 çулта Аркадий Шупашкара куçса каять. 1928—1931 çулсенче Аркадий Арис — «Канаш» хаçатпа «Сунтал» журналăн редакторĕ, çав вăхăтрах «Капкăн» журналра та тăрăшать, Чăваш Енре радиокалаçăва сарас ĕç-пуçра вăй хурать. «Трактор» альманаха (малашне вăл «Тăван Атал» журнал) пуçарнă çĕре хутшăнать.

1934 çулта чăваш çыравçисемпе журналисчĕсем ăна Пĕтĕм Раççейри çыравçăсен пĕрремĕш съездне делегат ĕçне шанса яраççĕ, унта Аркадий Иванович чăваш литературине аталантарассине каласа парать.

Н. Я. Золотов Ленинграда Ăслăх академине кайсан, Аркадий Иванович пĕр хушă Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвне ертсе пырать. 1934 çулта ăна СССР ÇП йышăнаççĕ.

1937 çулхи юпан 23-мĕшĕнче литература ĕçченне ареслесе ЧАССР ШĔХК тĕрмине лартаççĕ[1].

1942 çулхи чӳкĕн 24-мĕшĕнче 41 çулти А. И. Золотовăн çĕр çинчи çулĕ Çĕпĕрти лагерьте сарăмсăр татăлать.

Ӗçĕсем[тӳрлет]

Критикăлла тата публисцистикăлла статьясем çырнă. Чăваш литература критикине пуçараканнисенчен пĕри пулнă.

М. Горкийĕн Манăн университетсем тата Д. Фурмановăн «Чапаев» кĕнекисене чăвашла куçарнă.

Асăрхавсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

  • Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, "Принципам не изменили", Элĕк - Шупашкар, 1998.
  • Васильев Н Краткий очерк истории чувашской литературы – М.- Центральное издательство народов СССР.- с. 56,59? 1930.
  • Данилов Д. Чувашская художественная литература (в книге «Советская Чувашия. Национально-культурное строительство») – М.- с. 129-212? 1933.
  • Лукин Л. Газете «Знамя коммунизма»- 40 лет – Чебоксары.- Чувашский календарь? 1958.
  • Сорокин В. Мощная сила: К 30-летию радиопередач на чувашском языке.- Шупашкар,- «Родная Волга».- № 3.- с. 75 – 84, 1962.
  • Хлебников Г. Путь чувашского романа.- Шупашкар.- «Родная Волга».- № 3.- с. 75 – 84, 1963.
  • Юрьев М. Критик – публицист. – Шупашкар.- «Знамя коммунизма».- 10 января, 1966.
  • Юрьев М. Народ его не забудет. – Элĕк.- «Пурнăç çулĕпе».- кăрлачăн 29-мĕшĕ, 1966.
  • История Чувашской АССР . Т. 2, 1967.
  • Юрьев М. Аркадий Золотов : Библиографический справочник.- Шупашкар.- Чувашкнигоиздат.- с. 104 – 106, 1968.

Каçăсем[тӳрлет]