Арнольд Владимир Игоревич
Влади́мир И́горевич Арнóльд (1937, çĕртме, 12, Одесса — 2010, çĕртме, 3, Парис) — чаплă раççей математикĕ.
Мускав университечĕн ирĕклĕ попечительсен канашĕн ертӳçи, Раççей ăслăлăх академийĕн В. А. Стеклов ячĕллĕ математика институчĕн ăслăлăх тĕп ĕçтешĕ, Парис-Дофин университечĕн профессорĕ.
АПШ Наци ăслăлăх академийĕн, Франци Ăслăлăх Академийĕн ют çĕр юлташĕ, Лондонри патшалăх пĕрлĕшĕвĕн чыслă пайташĕ. Пьерпа Мари Кюри Университечĕн (Парис), Варвик Университечĕн (Ковентри), Утрехт Университечĕн, Болонья Университечĕн, Торонто Университечĕн, Complutense (Мадрид) Университечĕн чыслă тухтарĕ.
ММЭП президенчĕ (1996).
1995—1998 çç. Мĕнпур тĕнчери математика пĕрлешĕвĕн президенчĕн çумĕ, халĕ ĕç тăвакан комитечĕн пайташĕ.
Тупмалли |
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ [тӳрлет]
Мускав патшалăх университечĕн (МПУ) механикă-математика факультетĕнче пĕлӳ илнĕ.
А. Н. Колмогоров академик патĕнче вĕреннĕ. [1]. Физикă-математика ăслăлăхĕсен тухтăрĕ (1963). 1965—1986 çулсенче — МПУ профессорĕ. СССР ĂА академикĕ (1990).
Ӗçĕсем [тӳрлет]
Топологи, дифференциаллă танлаштарусен теорийĕ, сехметсен теорийĕ (математика) тата теориллĕ механика.
Чысĕсем [тӳрлет]
- 1958 — Мускаври математика пĕрлешĕвĕн парниĕ (ММП)
- 1965 — Ленин парни ( академик А. Н. Колмогоровпа пĕрле)
- 1982 — (Crafoord Prize) Крафоорд Швеци Патшалăх ĂА парни (Луис Ниренбергпа пĕрле)
- 1992 — РĂА Лобачевский парни
- 1994 — Харви (Harvey Prize) парни, Технион (Хайфа)
- 2001 — Вольф парни (Wolf Prize)
- 2001 — Америка физика институчĕн парни
- ? — Д. Хайнеман парни, математикăллă физикăпа
- Тĕнчери астрономи пĕрлĕхĕ кĕçĕн планетăна «Владарнольдо» ят панă.
Асăрхавсем [тӳрлет]
Каçăсем [тӳрлет]
- Харпăр сайчĕ
- В.И. Арнольд статьисем
- Речь академика В.И. Арнольда на парламентских слушаниях в Государственной думе
- Владимир Игоревич Арнольдăн статьйисем:
- Статьи В.И. Арнольда в журнале Квант (1986—1998).
- Книги Владимира Игоревича Арнольда распространяемые МЦНМО
- «Гюйгенс и Барроу, Ньютон и Гук». М., Наука, 1989 г., 96 с.
- «Теория катастроф». Издание третье, дополненное. М., Наука, 1990 г., 128 с
- «Цепные дроби». М.: МЦМНО, 2001 г., 40 с ISBN 5-94057-014-3
- «Геометрия комплексных чисел, кватернионов и спинов», М.: МЦНМО, 2002, 40 с ISBN 5-94057-025-9
- «Задачи для детей от 5 до 15 лет». М.: МЦНМО, 2004, 16 с ISBN 5-94057-183-2
- «О некоторых задачах псевдопериодической топологии», Сборник Математическое Просвещение, Третья серия, Выпуск 1 (1997 год).
| Владимир Арнольд Викиампарта? |