Артемьев Александр Спиридонович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Александр Артемьев
Çуралнă вăхăт: Авăн, 14, 1924
Çуралнă вырăн: Тури Вылă ялĕ, Етĕрне уесĕ, Чăваш АССР (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ), РСФСР
Вилнĕ вăхăт: Çурла, 5, 1998
Вилнĕ вырăн: Шупашкар), Чăваш Республики
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçĕ, сăвăç, литература тишкерӳçи, тăлмач
Чыславсем: «Хисеп Палли» орденĕ Халăхсен туслăхĕ орден Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Чăваш халăх çыравçи (1980)
Артемьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Александр Спиридонович Артемьев (1924 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕ, Тури Вылă ялĕ, Етĕрне уесĕ, Чăваш АССР (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ) — 1998 çулхи çурлан 5-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — чăваш прозăçĕ, сăвăçĕ, литература тишкерӳçи, тăлмач[1]

СССР ÇП пайташĕ (1951 ç.)

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Александр Спиридонович Артемьев 1924 çулхи авăнăн 14-мĕшĕнче Етĕрне уесĕн (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ) Тури Вылă ялĕнче, çĕр ĕçтеш çемйинче çуралнă.

Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри вăтам шкулта вăтам пĕлӳ илсен, А. М. Горький ячĕпе хисепленсе тăракан Литература институтĕнче вĕреннĕ.

Тăван ялĕнчи вулав çурчĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ. «Ялав» журналăн литература пайĕнче вăй хунă, «Тăван Атăл» журналăн редакцийĕн яваплă секретарĕ ĕçĕсене туса пынă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапрансан, вунă саккăрти каччă вăрçа тухса кайнă.

1943 çулта Курск патĕнчи çапăçура аманать. Госпитальре сывалать те — каллех Анăç фронтне каять. Германие парăнтарнă хыççăн Тухăçа та çитме тивет ăна, Маньчжурире вăл Япони çарĕсемпе çапăçăва кĕрет. Пулас çыравçă 1947 çулта тин киле таврăнать.

А. С. Артемьевăн пĕрремĕш кĕнеки 1950 çулта «Ан авăн, шĕшкĕ» ятпа тухать. Кĕнекене çичĕ калав кĕнĕ. Вĕсенче автор совет салтакĕсен вăрçăри паттăрлăхне, киле таврăнсан мирлĕ ĕçе хастаррăн хутшăннине кăтартса парать. Вăрçă хирĕнчи инкек-синкеке çыравçă хăйĕн тусĕсемпе тӳссе ирттернĕ, ун хыççăнхи йывăрлăхсене те вăл тусĕсемпе пĕрле çĕнтерсе пынă.

Малалла унăн кĕнекисем вĕçе-вĕçĕн тухса пыраççĕ: «Хĕрлĕ çăлтăр» (1952), «Юрату юррисем» (1953), «Салампи» (1956), «Алтăр çăлтăр» (1958), «Çунатлă çуралнисем» (1965), «Хунавлах хăрнисем» (1970), «Симĕс ылтăн» (1972), «Тăвăл умĕн (1975) тата ыттисем.

«Салампи» повеçе, сăмахран, паян кун та ватти-вĕтти таранах алран ямасăр вулаççĕ. Ку кĕнекере автор чăваш çамрăкĕсен вăрçă хыççăнхи нушаллă пурнăçне, вĕсен кăмăлне, çутă ĕмĕтне сăнарланă. Ахальтен мар ĕнтĕ В. Н. Яковлев режиссер «Салампи» повесть тăрăх пьеса çырса Чăваш академии драма театрĕнче лартнă.

Повеçри ĕçсем композиторсене те кăсăклантараççĕ. Анисим Асламас композитор ун тăрăх «Салампи» ятлă опера та çырчĕ.

А. С. Артемьевăн таланчĕ чи малтан прозăра палăрчĕ. Çав вăхăтрах вăл поэзире те нумай ĕçлерĕ, унсăр пуçне вырăс тата тĕнче классикĕсен сăввисене чăвашла куçарчĕ. Унăн сăввисене чылайăшне композиторсем юрра хыврĕç. Вĕсене паянхи те час-часах шăрантараççĕ. Акă çав юрăсенчен пĕрри:

« Çӳл тӳпере çăлтăр вылять
Сан куçу пек йăлтăртатса.
Чул хушшипе тăр шыв юхать
Сан куллу пек шăнкăртатса.

Сывлăм ӳкет садсем çине,
Каç сулхăнĕ çапать çĕре.
Ăçта-ши эс çак каçхине?
Сана кĕтсе çунать чĕре.

Çăлтăр сӳнет çӳл тӳпере,
Пуриншĕн те килет ыр кун.
Сӳнми çунать хĕрӳ чĕрем,
Саншăн çунать ман çамрăк чун.
»

А. С. Артемьев чăваш литературинче çухалми йĕр хăварчĕ. Унăн чĕлхи пуян та илемлĕ, сăнарĕсем пурте ĕнентерӳллĕ, пурте асра юлаççĕ. Çыравçăн кĕнекисене чылайăшне вырăсла куçарнă. Çавăнпа çыравçă пултарулăхĕпе чăвашсем кăна мар, ытти халăхсем те паллашма пултарчĕç.

1998 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта куçне ĕмĕрлĕхех хупать.

Пултаруллă ĕçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пултарулăхăн малтанхи çулĕсенче сăвăсем çырнă. Кĕвĕçĕсем унăн сăввисем çине юрăсем хывнă: «Ах, пĕлесчĕ», «Çуралнă çĕршыв», «Салампи юрри» тата ыттисем. Александр Артемьев литература критики тĕлĕшĕнче те тăрăшса ĕçленĕ.

Паллă кĕнекесем:

  • «Ан авăн шĕшкĕ» (1950);
  • «Салампи» (1956, 1960(ĕçлемен каçă), 1966, 1983, 2012(ĕçлемен каçă));
  • «Улма йывăç авăнать» (1958);
  • «Тăвăл умĕн» (1975);
  • «Юлашки юрă» (1981);
  • «Пурнăç чăнлăхĕпе писатель ăсталăхĕ» (1984);
  • «Суйласа илнисем» (икĕ томлă, 1986);

Александр Артемьев чăваш чĕлхи çине çак авторсен хайлавĕсене куçарнă: А. Пушкин, М. Лермонтов, И. Тургенев, Л. Толстой, И. Гёте.

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Иванов, И. И. Чăваш халăх писателĕ А. С. Артемьев : пурнăçĕпе пултарулăхĕ / И. И. Иванов. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 1988. – 93 с.
  • Александр Артемьев // Чăваш литературин антологийĕ. – Шупашкар, 2003. – [Т. 1] : Проза. – С. 235.
  • Кошкин, В. Хисеп туса, сума суса / В. Кошкин ; С. Журавлев căн ӳкерчĕкĕсем // Тăван Атăл. – 2012. – № 9. – Прил.: с. 34-35.
  • Краснова, Т. Александр Артемьев е «Салампи» повеçĕн малалли пайĕн вăрттăнлăхĕ / Т. Краснова // Хыпар. – 2009. – 17 авăн. – С. 4.
  • Алексеева, В. П. Об авторе «Салампи» – с любовью и горечью : [воспоминания вдовы] / В. П. Алексеева // Лик. – 2011. – № 2. – С. 151-160.
  • Артемьев Александр Спиридонович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 33.
  • Федоров, Г. И. Артемьев Александр Спиридонович / Г. И. Федоров // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 128.
  • Федоров, Г. И. Артемьев Александр Спиридонович / Г. И. Федоров, Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия = Элĕк энциклопедийĕ. – Чебоксары, 2009. – С. 69.
  • Федоров, Г. И. Вторжение в жизнь / Г. И. Федоров // Писатели. – Чебоксары, 2008. – С. 53-64. – (Б-ка Президента Чуваш. Респ. ; т. 6).

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]