Арто Паасилинна
Википедири материал
Паасилинна Арто – тĕнчипе паллă финн çыравçи. Вăл 1942 çулхи ака, 20, Киттиля хулинче, Финлянди, çуралнă.
Унăн хайлавĕсене хĕрĕх пилĕк чĕлхене куçарнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Ĕçĕсем
А. Паасилиннăн «Пысăк романăн пĕчĕк сыпăкĕ: Наска Мошникофф» ятлă калавне хальхи вăхăтра «Тăван Атăл» журналта чăвашла пичетлесе кăларма хатĕрлеççĕ. Çыравçă малтанах тĕрлĕ хаçат-журнал редакцийĕнче ĕçленĕ, халĕ – профессиллĕ писатель. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çулталăкне пĕрер кĕнеке пичетлет. Унăн кăларуçи çакăн пирки шÿтлесе «Паасилинна кĕнекисем Финлянди кĕркуннин палли» тесе каланă.
[тӳрлет] Кĕнекисем
- Мулкач çулĕ (финла Jäniksen vuosi — 1975, вырăсла куçару — 2006, ISBN 5-98695-012-7)
- Телейлĕ çын тарăхăвĕ ( — 1976)
- Çакăнса тухнă тилĕ вăрманĕ (финла Hirtettyjen kettujen metsä — 1983, вырăсла куçару — 2001, ISBN 5-86712-123-2)
- Аслати туррин ывăлĕ ( — 1984)
- Ачаш наркăмăшлантаруçă (финла Suloinen myrkynkeittäjä — 1988, вырăсла куçару — 2008, ISBN 978-5-98695-026-6)
- Юлташсем хушшинчи илемлĕ вилĕм (финла Hurmaava joukkoitsemurha — 1990, вырăсла куçару — 2006 ISBN 5-98695-019-4)
- Ахăракан ĕнен çуллахи вăхăчĕ ( — 1991)
- Хуусконен пастор упи ( — 1995)
- Адампа Ева (финла Aatami ja Eeva — 2000)
- Çĕр çинчи чи лайăх ял ( — 2003)
[тӳрлет] Кинематографире
- "Мулкач çулĕ" (финла Jäniksen vuosi) «Мулкач çулĕ» романĕ тăрăх, 1977.
- "Ватанен мулкачĕ" (францилле Le Lievre de Vatanen) «Мулкач çулĕ» романĕ тăрăх, 2006.