Аруй Михаил Филиппович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Аруй Михаил Филлипович ҫинчен куҫарнӑ)

Аруй Михаил Филлипович (чăн хушамачĕ Акимов), — драматург. 1895 çулхи утă уйăхĕн 15 Пăва уесĕн (халĕ Чăваш Енĕн Улатăр районĕ) Çĕнĕ Эйпĕç ялĕнче çуралнă. 1972 çулхи кăрлачĕн 10 çав ялтах вилнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хурăнварти икĕ класлă шкулта тата Бирскри вĕрентекенсен семинариĕнче вĕреннĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине, Граждан вăрçине тата Тăваш Çĕршывăн Аслă Вăрçине хутшăннă. Ĕпхӳ кĕперниĕн Федооров шкулĕнче тата Çĕнĕ Эйпĕç шкулĕнче вĕрентнĕ. Хусанта тухакан Канаш хаçат редакциĕн литература сотрудникĕ пулнă.

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Вăхăтсăр вилĕм» (1919) драми чи малтан сцена çинче лартнисем шутне кĕрет. Çавăн пекех вăл «Илюк» пьесăна, пĕр актлă комедисене çырнă.