Ахаль каюра

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ахаль каюра

Ахаль каюра — çăра мамăк тирлĕ чĕрчун, 90 грамм таять. Сăмси хобот евĕрлĕ,10-15 сантиметра çити туять. Малти икĕ ури çын ал лаппине аса илтерет, çĕр чавма меллĕ. Каюрасем вăрмансенче, сад пахчисенче пурăнаççĕ. Ăмансене, хурт-кăпшанка тата вĕсен личинкисене кăмăллаççĕ. Вĕсене кунне хăй йывăрăшĕ чухлех çиет. Хăй ĕмĕрĕнче каюра кун çути курмасть, çĕр айĕнче пурăнса ирттерет пурнăçне. Çĕр айĕнчи çулĕсем 5 сантиметртан пуçласа çур метр тарăнăшĕнче иртеççĕ. Йăва тума каюрасем 1-2 метр тарăнăшне анаççĕ. 4-6 çура пулать вĕсен. Çурисем 2 уйăхра çитĕнсе çитеççĕ те 6-7 çул пурăнаççĕ. Каюра тирĕ пĕчĕк пулин те питĕ хаклă. Çавăн пиркиех кашни çулах пин-пин каюра пурнăçĕ татăлать.

Каçăсем[тӳрлет]