Аша
Аша́ — Раççей Федерацийĕн хули, Челепи облаçĕнчи Аша районĕн административлă тĕпĕ, Куйбышев чукун çулĕн Ӗпхӳ — Челепихушшинчи чукун çул станцийĕ.
Халăх йышĕ — 32,7 пин çын (2005).
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Хула облаçĕн анăç енче, Пушкăрт Республикипе юнашар, Каратау ту хысакĕн умĕнче, Аша юханшыв Сима (Шур Атăлăн юппи) юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. Челепине çитме анăçалла 377 çм каймалла.
[тӳрлет] Экономика
Ашари заводсем: металлурги, светотехника (электроарматурă), вăрман хими комбиначĕ (1932 çулта хăпартнă), çурт-йĕр материалсене хатĕрлекен. Вăрман промăç хуçалăхĕ (2004 çулта салатса янă).
[тӳрлет] Хулан кун-çулĕ
Хулан никĕсне 1898 çулта чукун шăратакан завод уçнипе туса хунă, 1933 çулта хула статусне панă, 1963 — облаç пăхăнăвĕнчи хула.
[тӳрлет] Этеплĕх, çутĕç, паллă вырăнсем
Хулара индустри техникумĕ, Кăнтăр Урал патшалăх университечĕн филиалĕ ĕçлет.
Аша çывăхĕнче Аджигардак туçи курорчĕ пур, сыхлавлă çутçанталăк объекчĕ Çăка тăвĕ ларать.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет] Каçăсем
- Аша «Ман город» энциклопедире
- Аша хулин сайчĕ — çулçӳревçĕсем валли, ту йĕлтĕр курорчĕ Аджигардак.
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |
|
Административлă тĕпĕ: Челепи |