Бактри чĕлхи
| Бактри чĕлхи | |
|---|---|
| Тăван ят: | ари (αρια) [1] |
| Патшалăхсем: | Бактри, Греци-Бактри, Кушан Империйĕ. |
| Официаллă статус: | Патшалăх чĕлхи |
| Çухалнă: | IX ĕмĕрте. Тӳрĕ нĕселĕсем çук. Таджик чĕлхинче, бактрисен нĕселĕсен чĕлхинче бактри чĕлхинчен чылай сăмах куçнă. |
| Классификаци | |
| Категори: | Еврази чĕлхисем |
Инди-европа çемьи
|
|
| Çырулăх: | грек çырăвĕ, манихей çырăвĕ |
| Чĕлхе кодĕсем | |
| ISO 639-1: | |
| ISO 639-2: | - |
| ISO 639-3: | xbc |
| Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика | |
Бактри чĕлхи — çухалнă вăта иран чĕлхи, Бактри, Греци-Бактрин çĕрĕнче, Кушан Империнче патшалăх чĕлхи шутланнă.
Тупмалли |
Тĕпчев кун-çулĕ [тӳрлет]
1957 çулчен вак укçасем тата алçыравĕсен пысăках мар фрагменчĕсем тĕл пулкаланă. 1957 çулта Сурх-Коталра, Багланран (Афганистан) инçех мар, курăнмалла пысăккăн çырнине тупнă. 1993 çулта Рабатакра (Сурх-Коталана çывăх) тепĕр пысăк та аван упранса юлнă çырнине асăрханă.
1990-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Лондонра авалхи япаласене пуçтаракансем сутакансем урлă чылай лайăх упранса юлнă бактри çырăвĕсемпе юридици докуменчĕсене туяннă. Вĕсене Николас Симс-Вильямс тĕпчесе вуланă.
Çырулăх [тӳрлет]
Александр Македонскин Бактри харçи хыççăн унта грек-македон сатрапине йĕркеленĕ, авалхи грек чĕлхипе грек алфавичĕ патшалăх чĕлхи тата çырулăхĕ пулса тăнă. Бактрилле çырусен чылайăшне грек алфавитне «ш» сасине пĕлтерекен çĕнĕ ϸ сасă палли хушса çырнă. Турфан оазисĕнчи бактрилле алçырав текстĕнче манихей çырăвĕпе хайланă чылай фрагмент пур.
Вуламалли [тӳрлет]
- Sims-Williams, Nicholas (2007) Bactrian documents from Northern Afghanistan, Vol. 2: Letters and Buddhist texts. Studies in the Khalili Collection, 3 (2). London: The Nour Foundation in association with Azimuth Editions.
- Sims-Williams, Nicholas (2004) Recent discoveries in the Bactrian language and their historical significance. Society for the Preservation of Afghanistan's Cultural Heritage (Afghanistan).
- Sims-Williams, Nicholas (2001) Bactrian Documents from Northern Afghanistan, Vol I: Legal and Economic Documents. Oxford; New York: The Nour Foundation in association with Azimuth Editions and Oxford University Press.
Асăрхавсем [тӳрлет]
| Ку вĕçлемен статья тĕнче чĕлхисен пĕрри пирки. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |