Балхаш (кӳлĕ)
Балхаш — тĕнчери чи калăплисенчен пĕри, ниçта та юхса тухман, тухăç Казахстанри çурма тăварсăр кӳлĕ. Кӳлĕ анлă Балхаш-Алаколь котловина çĕрĕнче вырнаçнă.
Тупмалли |
Пĕтĕмлĕ çырни [тӳрлет]
- Тинĕс шайĕнчен çӳллĕшĕ — 340 м (улшăнуллă)
- Лаптăкĕ 17—22 пин çм², тăсăлăвĕ — 605 çм, анлăшĕ — 9-19 çм тухăç пайĕнче, 74 çм анăçĕнче
- Шыв калăпăшĕ — 112 çм³. Шыв-çĕр лаптăкĕ —501 пин çм² яхăн
- Чи тарăнăшĕ — 26 м.
3 çм анлăшлĕ кӳлмек Балхаша икĕ тĕрлĕ пая уйăрать: Анăç пайĕ тарăн маар, шывĕ тăварсăр, Тухăç пайĕ — тарăн, чылай тăварлă (3,5 - 6 г/л).
Балхашăн анăçне пысăк шыв Или (пур юхса кĕрен шывĕн 80 %), тухăçне — Каратал, Аксу, Лепсы, Аягуз пĕчĕк шывсем тата урăххисем те юхса кĕреççĕ. Кӳлĕн тухăç шывĕ тăварлă.
Çыран йĕрĕ кукăранчăклă. Хăйĕн çыранĕ нумай кӳлмекбухтăсемпе таткаланса пĕтнĕ. Утрав йышĕ сахал, чи мăннисем — Басаралпа Тасарал.
Климачĕ [тӳрлет]
Кӳлĕ таврашĕнче климат пушхирти евĕр.
Утă уйăхĕнчи вăтам температура 24 °C яхăн, кăрлачри —8°С яхăн. Çул хушшинчи вăтам нӳрĕклĕх — 120 мм. Сывлăшăн вăтам нӳрĕкĕ: 55—60 %. Çилĕн çул тăршипе вăтам хăвăртлăхĕ 4,5—4,8 м/çек яхăн. Шывăн çийĕнчи температури раштавра 0 °C утăра 28 °C , тарăн çĕрте сахал улшăнуллă — 3,3 °C ытла мар. Кӳлĕ çулсерен пăрпа витĕнет, пăр яланхилле чӳкпе пуш хушшинче тăрать.
Юхăмĕсем çилĕллĕ, анăç пайĕнче пĕрмаях çавраллă.
Çутçанталăкĕ [тӳрлет]
Вуламалли [тӳрлет]
- Домрачев П. Ф., Балхаш и Прибалхашье, Алма-Ата, Мускав, 1935;
- Сапожников Д. Г., Современные осадки и геология озера Балхаш, Мускав, 1951;
- Тарасов М. Н., Гидрохимия озера Балхаш, Мускав, 1961.
Каçăсем [тӳрлет]
Çавăн пекех пăхăр [тӳрлет]