Барсукова Юлия Владимировна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Юлия Барсукова (2000)

Барсукова Юлия Владимировна (1978 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ, Мускав çур.) — Раççей спортсменĕ. Илемлĕ гимнастикăн тава тивĕçлĕ спорт ăсти (1999 çулта). 2001 çулта спортран тухнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1978 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнче Мускавра çуралнă.

Вăй-хал культурин академинче вĕренсе тухнă. Пĕрремĕш тренерĕ В. Силаева пулнă. 1992 çултанпа Раççей пĕрлешĕв командинче тăрать.

Çĕнтерӳсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1998 çулхи Раççей чемпионачĕнче хăюпа обручлă упражнениĕсенче пĕрремĕш вырăна йышăннă. 1999 çулхи Раççей чемпионачĕнче мечĕклĕ упражненисенче çавăн пекех пĕрремĕш вырăн йышăннă. 1999 тата 2000 çулсенче тĕнче хушшинче иртернĕ чемпионачĕсенче, тата 1999пе 2000 çулсенче Европа чемпионачĕсенче ушкăнпа ăмăртса пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.

2000 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Сиднейре иртнĕ XXVII Олимпиадăра илемлĕ гимнастикăн нумайла кĕрешĕвĕн харпăр-хăй енчен илнĕ ăмăртусенче ылтăн медале çĕнтерсе илнĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]