Белая (юханшыв)
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Бе́лая — Кубанĕн сулахай юппи (Краснодар шыв управĕне юхса кĕрет).
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Тăсăлăвĕ 273 çм, шыв-çĕр лаптăкĕ 5990 çм². Мăн Кавказра, Фиштпа Оштен çинче пуçланать. Тури юхăмĕнче ту юханшывĕ евĕр (каньонсем пур), анатала айлăмлă тĕслĕ пулса юхать. Хутăш шывпа тулать — пăрлă, юрлă, çумăрлă.
Тĕп юпписем: Пшеха, Курджипс; Руфабго.
Белая çинче Майкоп, Белореченск хулисем, Каменномостский, Тульский, Никель хула евĕр посёлоксем никĕс янă. Юханшывăн хăватне Белореченск тата Майкоп ГЭСĕсем (пĕтĕмлĕ хăвачĕ — 57,4 МВт, тӳпăçлăхĕ — 241,9 млн кВт·с/çул) илеççĕ.