Белград
Википедири материал
Белград (серб Београд, Beograd) — Серби тĕп хули. Халăхĕ 1 273 651 çын (2002). Хуларан 7 çм анăçалла Белградăн аэропорчĕ пур. Хулана 1999 ÇАПУ çулхи бомбардировкисем вăхăтĕнче питĕ аркатнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Истори
Хулан историйĕ кельтсен тапхăрĕнчен пуçланать, вĕсем Савăпа Танай пĕрлешнĕ çĕрте Сингидунум пурăну вырăнне никĕсленĕ. Белграда 40 çар çĕнсе илнĕ, 38 хут ăна кĕл çинче çĕнĕрен хăпартнă. Хулан авалхи хӳтлĕхĕсем кельтсен, римсен, готсен, франксен, славянсен тата турккăсен тапăнăвне те тӳснĕ.
[тӳрлет] Этеплĕх, çутĕç
Белград — серби этеплĕхĕн, çутĕçĕпе ăслăлăхĕн сăпки. Хулара нацин ăслăлăхпа ӳнерлĕхĕн чылай кил-çуртне никĕс хунă. Кунта Серби ăслăлăхпа ӳнерлĕх академийĕ (1886 çулта никĕсленĕ), Серби патшалăх академийĕ; Серби наци вулавăшĕ (1832); Наци музейĕ (1841); Наци театăрĕ (1869). Хулара Белград университечĕ (1808), Ӳнерлĕх университечĕ ĕçлеççĕ.
[тӳрлет] Хуçалăхĕ
Белград паллă чукун çул çыххи пулать, хула урлă Европăн тĕп автомагистралĕсем иртсе каяççĕ. Хулара тĕнчери юханшыв порчĕ, аэропорт тата телекоммуникаци тĕпĕ пур. Белградра паллă экономика тата ялхуçалăх хăватлăхĕсем, уйрăмах металлурги, машинă тăвакан тата электрон промăçлахĕ, сутă-илӳпе банк ĕçлĕхĕ аталаннă.
[тӳрлет] Паллă куравĕсем
Белградра Таса Савва храмĕ (Балканра чи пысăк чиркӳ), Калемегдан Белград карманĕпе пĕрле, этеплĕх палăкĕсем тата урăх илем курăмĕсем, нумай шутлă археологи тупсăмĕсем, материаллă культура тĕслĕхĕсем. Çак паллăсем ĕлĕк Белград таврашĕнче мăн аталаннă цивилизаципе этеплĕх пулнине пелтереççĕ.
[тӳрлет] Климачĕ
Климачĕ — вăтам континентлă. Вăтам температурăсем: кăрлăчра — −3 пуçласа +9 °C тариччен, утăра — от +18 — +25 °C.
[тӳрлет] Чысĕсем
- Чыс легион орденĕ (Франци, 1920)
- Вăрçă хĕресĕ (Чехословаки, 1925)
- Хура Георги хĕçсемпе Çăлтăр орденĕ (1939)
- СФРЮ Халăх паттăр орденĕ (1974)
[тӳрлет] Каçăсем
| Европăн тěп хулисем |
|---|
| Амстердам | Андорра-ла-Вьеха | Афин | Белград | Берлин | Берн | Братислава | Брӳссел | Будапешт | Бухарест | Вадуц | Валлетта | Варшава | Ватикан | Вена | Вильнюс | Дублин | Загреб | Киев | Кишинёв | Копенгаген | Лиссабон | Лондон | Любляна | Люксембург | Мадрид | Минск | Монако | Мускав | Осло | Париж | Прага | Рейкьявик | Рига | Рим | Сан-Марино | Софи | Скопье | Таллин | Тирана | Сараево | Стокгольм | Хельсинки |