Беринг тинĕсĕ
| Беринг тинĕсĕ (якут. Лаптевтар байҕаллара) | |
| Шаблон:Ӳкерчĕке форматлани | |
| Анлăшĕ |
1600 км |
|---|---|
| Лаптăк |
2 315 000 км² |
| Калăпăш |
3 796 000 км³ |
| Чи тарăнăшĕ |
4 151 м |
| Вăтам тарăнăш |
1 600 м |
| Юхса кĕрекен шывсем | |
Бе́ринг тинĕсĕ — Лăпкă океанăн çурçĕр пайĕнче вырнаçнă тинĕс. Окенран Алеут тата Командор утравĕсемпе уйрăлса тăрать. Беринг проливĕ ăна Çурçĕр Пăрлă океанĕпе тата Чукот тинĕсĕпе çыхăнтарать. Тинĕс хĕрринче Раççейпе АПШ вырнаçнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Истори
Ятне 1725—1743 çулсенче тинĕсе тĕпчекен Витус Беринга асăнса панă. XVIII ĕмĕрти Раççей картисенче тинĕсе Камчатка е Хăнтăр тинĕсĕ тенĕ [1]. Беринг тинĕсĕ тесе XVIII-мĕш ĕмĕрĕн вĕçĕнче каланă. Анчах 1818-мĕш çулта çеç В. М. Головнин хыççăн çак ят анлă сарăлнă.
[тӳрлет] Географи
Тинĕс çыранĕнче кӳлмексемпе сăмсахсем нумай. Раççей çыранĕнчи пысăк кӳлмексем: Анадырь, Карагин, Олютор, Корфа, Хĕрес; Америка çыранĕнче: Нортон, Бристоль, Кускоквим. Утравсем тинĕс хĕрринче вырнаçнă: Прибылов утравĕсем (АПШ), Алеут утравĕсем, Командор утравĕсем (Раççей), çав шутраБеринг утравĕ, Таса Лавренти утравĕ (АПШ), Диомид утравĕсем, Кинг утравĕ (Аляска, АПШ), Таса Матвей утравĕ, Карагин утравĕ, Нунивак (АПШ).
[тӳрлет] Промысел
Тинĕсре пулăсем тытаççĕ - лосось, камбала йышшисем, треска, кета, горбуша, минтай, сельдь, сайра), тата камчатка крабне, тинĕс кушакне, тюленсене хатĕрлеççĕ. Çыранĕпе утравсем çинче кайăк пасрĕсем вырнаçнă.
Портсем: Провидения (Раççей), Ном (АПШ).
[тӳрлет] Асăрхавсем
[тӳрлет] Вуламалли
- Шлямин Б. А. Берингово море. — М.: Госгеографгиз, 1958. — 96 с.: ил.
- Шамраев Ю. И., Шишкина Л. А. Океанология. — Л.: Гидрометеоиздат, 1980.
[тӳрлет] Каçăсем
| Беринг тинĕсĕ Викиампарта? |
- Берингово море в книге: А. Д. Добровольский, Б. С. Залогин. Моря СССР. Изд-во Моск. ун-та, 1982.
| Лăпкă океан тинĕсĕсем |
|---|
| Бали |Банда | Беринг | Шалти Япон | Тухăç-Китай | Висаян | Сарă | Камотес | Коралл | Коро | Минданао | Молукк | Çенĕ Гвиней | Охот | Саву | Самар | Серам | Сибуян | Соломон | Сулавеси | Сулу | Тасман | Фиджи | Филиппин | Флорес | Хальмахер | Кăнтăр-Китай | Яван | Япон |