Бикулова Мария Григорьевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мария Бикулова
Ӳкерчĕк
Çуралнă чухнехи ят: Бикулова Мария Григорьевна
Çуралнă вăхăт: 1919 çулхи авăн, 25
Çуралнă вырăн: Лаш Таяпа ялĕ, Пăва уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енри Елчĕк районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1985, юпа, 3
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Професси: драма артисчĕ
Гражданлăх:
Хастар çулсем: 1935 - 1985
Театр: Чăваш патшалăх К. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ, Чăваш патшалăх пукане театрĕ
Рольсем: Нарспи, Пинерпи, Амаçури, Чиква, Сопылах
Спектакльсем: «Нарспи», (К.В. Иванов), «Айдар» (П.Н. Осипов), "Золушка" (Е. Шварц), "Сэмбо" (Ю. Елисеев), "Икĕ ывăл" (Г. Стефанов)

Бикулова Мария Григорьевна (1919, авăн, 25, Пăва уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) Лаш Таяпа ялĕ, Пăва уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енри Елчĕк районĕ) — 1985 çулхи юпа, 3, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш драма актриси. Чăваш АССР халăх артисчĕ (1980), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1955)[1]. [2]

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1919 çулхи авăнăн 25-мĕшĕнче Пăва уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) Лаш Таяпа ялĕнче çуралнă.

1936-1942 çулсенче куçакан иккĕмĕш колхоз театрĕнче (Муркаш районĕ) вылянă. 1943-1947 çулсенче ГИТИСре вĕреннĕ (курсăн пултарулăх ертӳçи — М.Тарханов, Чăваш студийĕ). Чăваш академи театрĕнче ĕçленĕ. 1961 çултанпа Чăваш республикин пукане театрĕнче ĕçлесе çĕр ытла роле сăнарланă.

1985 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарта çĕре кĕнĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăйĕн вылаякан рольсенче вылянă вăхăтра Мария Букилăва хăй пуканесемпе лайăх ертсе пырасси пултарулăхне кăтартнă.

Чи лайăх ĕçĕсем:

  • Амаçури (Е. Шварцăн "Золушка");
  • Чиква (Ю. Елисеевăн "Сэмбо");
  • Сопылах (Г. Стефановăн "Икĕ ывăл")

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Кириллов, Г. Манăçми ят / Г. Кириллов // Коммунизм ялавĕ. – 1989. – 24 юпа.
  2. Кириллов, Г. Унăн сăнарĕ асăмрах / Г. Кириллов // Eлчĕк ен. – 2000. – 1 утă.
  3. Малышкин, Н. Бикулова Мария Григорьевна // Малышкин, Н. Ф. Eлчĕк енĕн пултарулăх çыннисем / Н. Малышкин. – Çĕрпӳ, 2000. – С. 71-72.
  4. Бикулова Мария Григорьевна // Яльчикский район : краткая энцикл. – Чебоксары, 2007. – С. 50.
  5. Говорова, Н. Д. Бикулова Мария Григорьевна / Н. Д. Говорова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 213.
  6. Романов, П. В. Бикулова Мария Григорьевна / П. В. Романов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 87.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]