Блок (механика)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ӳкерчĕк:2blok.png
Куçакан тата куçман блоксенчен тăракан система
Блоксенчен тунă 4 системăн схеми
Блок корабль çинче

Блоквăйа йĕркелеме пулăшакан ансат механизм. Тиевсене çĕкленĕ чухне тĕнĕлне çирĕплетнĕ, вăл çӳлелле те, аялалла та куçмасть. Блок тĕнĕл тавра çаврăнакан валаклă кустăрма евĕрлĕ. Валак трос, сăнчăр, вĕрен çӳреме кирлĕ.

Куçман блока йывăр мар тиевсене йăтма е вайа урăх енчен хума усă кураççĕ.

Блок пĕртанлăхĕн йĕрки:

~F=fmg, где

F — тулаш вăй, m — тиев масси, g — йывăрлăх вайĕн хăвăртланавĕ, f — блокри хирĕç тăнин коэффициенчĕ (сăнчăрсемшĕн 1.05 яхăн, вĕренсемшĕн — 1.1). Хирĕç тăни пулмасан тиеве йăтма тиев йывăрăшĕ чухлĕ вăй кирлĕ.

Куçакан блокăн тĕнĕлĕ ирĕк, ăна вăйа улăштарма усă кураççĕ.

~F={1 \over {2}}fmg

Вăй икĕ хут сахалрах кирлĕ, анчах хутлăх икĕ хут ӳсет.

Тата пăхăр[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]