Богема кати
Богема кати (акăл. Bohemian Grove) — кану вырăнĕ, çĕр лаптăкĕ 11 км², вырнаçнă адресĕ: 20601 Bohemian Avenue, Монте-Рио хула, Калифорни штачĕ. Клуб харпăрçи — арçынсен ӳнер клубĕ, Сан-Франциско хулинче вырнаçнă Богема клубĕ ятпа паллăскер. Çулсерен утă уйăхĕнче, 1899 çултанпа, кунта тĕнчери чи ятлă-сĕмлĕ çынсем иккĕ эрнеллĕхе çуллахи канăва килеççĕ.
Богема клубенче нумай ӳнерçĕ, уйрăмах мусăкçăсем, çаплах сумлă ĕçлев ертӳçисем, правительство ĕçченĕсем (çав шутра американ президенчĕсем) тата МИХ кăлараканĕсем. Клубăн хăй евĕр уйрăмлăхĕ — клуб пайташĕ ятне тивĕçме 15 çул кĕтмелле. Клуб пайташĕсем Богема ращине хăйсем хăнасене чĕнме пултараççĕ, чĕннисене вара малтан тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Вĕсем Америкăран тата тĕнчипех пуçтарăнаççĕ.
Катан геральд йыхравĕ — «Карта çыхакан эрешменсем кунта килмеççĕ», çак ĕнтĕ менпур йывăр ыйтăва, коммерци ĕçĕ-пуçне хапха леш енне хăвармалла. Çак йыхрава хирĕçлесех катара политика тата коммерции ĕçлевĕсене туни те пур. Богема ращинче, сăмахран 1942 çулта авăн уйăхĕнче Манхэттен проектне сӳтсе явнă, хыçççăн вара атом бомбине туса хураççĕ. Катара пулакансем хушшинче, Эрнест Лоуренсăр тата вăрçă ĕçченĕсемсĕр пуçне, Гарвард президенчĕ тата Standard Oil тата General Electric элчисем.
Тупмалли |
Кун-çулĕ [тӳрлет]
Богема катине чылай вăхăт тапхăрĕнче, 1872 çулта Богема клубне никĕсленĕ хыççăнах, сарса пынă. Темиçе çул хушши Богема клубĕн пĕрремĕш пайташĕсем тĕрлĕ çĕрте, хальхи Мьюр-Вудс наци монуменчĕ тата штатăн Самюэл Тейлор паркĕнче тата Богема катине юханшывăн хирĕçле çыранĕнчи Дунканс-Миллс патĕнчи секвой катинче лартнă пулнă.
Клубра пулакансем [тӳрлет]
Богема клубĕ (акăл. Bohemian Club) — халăха кĕртмен харпăр клуб; клуб пайташĕсемпе вĕсем чĕннĕ хăнасем кăна Богема катине кĕме пултараççĕ. Çак хăнасен шутне АПШ тулашĕнчи политика ĕçченĕсем тата паллă çынсем кĕнĕ. Çуллахи кану тапхăрĕнче кунта чылай хăна вырнаçаймасть. Çапах та, пĕр харăсах Богема катинче 2500 çын пурăнма пултарать.
Богема рощине пынă пайăр çынсен ячĕсене вăрттăнлăхра упраççĕ, анчах та хăшпĕр тĕпчевçĕсем çав хыпарсене тупнă. Тĕрлĕ çăлкуçсенчен тупнă Богема ращинче пулнăскерсем:
- Дик Чейни (малтан вице-президент);
- Дональд Рамсфельд (малтан хӳтĕлев министрĕ);
- Карл Роув (штаб пуçлăхĕн элчи тата Джордж В. Бушăн аслă канашçи);
- Джеб Буш;
- американ президенчĕсем — Джордж Буш (кĕçĕнни), Джордж Буш асли, Билл Клинтон, Рональд Рейган, Джимми Картер, Джеральд Форд, Ричард Никсон, Дуайт Эйзенхауэр, Гарри Труман, Герберт Гувер, Калвин Кулидж, Уильям Тафт и Теодор Рузвельт;
- Генри Киссинджер, Джордж Шульц, Эрл Уоррен (Аслă Судăн председателĕ), Роберт Кеннеди, Дэвид Рокфеллер (асли тата кĕçĕнни), Нельсон Рокфеллер, Джеймс Вулфенсон (унчен Тĕнчери банкăн президенчĕ), Алан Гринспен (унчен Федерацин резерв банкĕн председателĕ), Пол Волкер, Колин Пауэлл, Джек Велч (General Electric хальхи председателĕ), Дэвид Паккард;
- Филипп тиккĕ, Джон Мейджор, Гельмут Шмидт, Ли Куан Ю, Джеймс А. Бейкер III, Тритон Гингрич;
- Арнольд Шварценеггер (актёр, Калифорни кĕпернетĕрĕ), Боб Новак (политика комментаторĕ), Малком Форбс, Дэвид С. Бродер (Washington Post аслă комментаторĕ), Марк Твен, Фрэнсис Форд Коппола, Чарлтон Хестон, Клинт Иствуд и Уолтер Кронкайт.
Каларăшсем [тӳрлет]
Так, я там видел кое-что прямо из Видений средневекового живописца Иеронима Босха — Ад: горящие металлические кресты, священники в красных и чёрных одеждах с первосвященником в серебряной одежде с красной накидкой, горящее тело, кричащее от боли, гигантской каменной большой-рогатой сове. И во всем этом участвовали мировые лидеры, банкиры. Это было полным безумием.
— Алекс Джонс, Богема катинче 2000 çулта чӳк ритуалне ăнлантарса
Мир разделен на три класса людей: очень маленькая группа людей, которая делает дела, более большая группа, которая наблюдает, как дела делаются, и большинство, которое никогда не знает того, что происходит.
— Богема клубĕн пайташĕ Николас Марри Батлер (президент, Колумби университечĕ, 1901—1945)
Асăрхавсем [тӳрлет]
Каçăсем [тӳрлет]
- Богем Кати.
- The Order of Death (акăлч.).
- Peter M. Phillips. A Relative Advantage: Sociology of the San Francisco Bohemian Club (акăлч.).
- G. William Domhoff. Social Cohesion & the Bohemian Grove. The Power Elite at Summer Camp (акăлч.).
- Philip Weiss. Masters of the Universe Go to Camp. Inside the Bohemian Grove (акăлч.).