Большой театр
| Большой театр | |
|---|---|
Большой театрăн (2011) |
|
| Вырнаçăвĕ | Мускав, театр лапамĕ |
| Координатсем | |
| Йĕркеленĕ | 1776 |
| Директор | Анатолий Иксанов |
| Тĕп балетмейстер | Юрий Бурлака |
| Тĕп хормейстер | Валерий Борисов |
| Сайт | Официаллă сайт |
| Большой театр Викиампарта | |
Раççей патшалăхĕн академи Большо́й теа́трĕ (ГАБТ), Раççей патшалăхĕн академи оперăпа балет театрĕ, е ахальрех Большо́й теа́тр — Раççейри чи пысăк тата мĕнпур тĕнчери оперăпа балет театрĕсем хушшинче чаплисенчен пĕри. Мускав варринче, Театр лапамĕнче, вырнаçнă.
Тупмалли |
Кун-çулĕ [тӳрлет]
Пĕрремĕш утăмсем [тӳрлет]
Театăрăн кун-çулне 1776 çулхи пуш уйăхĕнчен — «театрти тĕрлĕ кăтартусене, çаплах концертсене, воксалсене тата маскарадсене» тытса тăма Екатерина II хĕрарăм патша ырă кăмăлĕпе килĕшнипе кĕперне прокурорĕ Пётр Васильевич Урусов кнеç пуçарнинчен — шутлаççĕ. Кнеç театр никĕсне Петровка урамĕнче (Неглинкăн сылтăм çыранĕнче) хывать — çавăнпа ăна Петĕр театрĕ тенĕ. Анчах та Урусов театрĕ уçăлаччинех çунать, кнеç вара ĕçне хăйĕн компаньонне, акăлчан ĕç çыннине Майкл (Михаил) Медокса куçарса парать. Медокс ĕнтĕ Мăн Петĕр театрне туса лартать.
Медоксăн Петĕр театрĕ 25 çул хушши тăрать — 1805 çулхи юпа, 8 вут çулăма каять. Çĕнĕ çурта К. И. Росси Арбат лапамĕнче туса лартать. Вăл та, йывăçран хăпартнăскер, 1812 çулта, Наполеон ахăр саманинче, кăвайта кĕрет.
1821 çулта театр çуртне малтанхи çĕртех О. И. Бове архитектор петербург Академин ректорĕн А. А. Михайловăн проекчĕпе хĕвет.Шаблон:-1
1825 ç. уçални [тӳрлет]
Театр 1825 çулхи кăрлачăн 6 (18)-мĕшĕнче «Торжество муз» лартнипе уçăлать.
1842 çулта театр император театрĕсен петербургри дирекцин йышне кĕрет; Петербургран Мускава опера труппи куçса килет.
1853 çулта, пуш уйăхĕн 11мĕшĕнче театр каллех çунать; тулаш чул хӳмисемпе тĕп енĕн колоннади кăна çулăмран сыхланса юлать. Виçĕ çул тăршшинче театр керменне А. К. Кавос архитектор етсе пынипе çĕнĕрен хываççĕ. Пушарта пĕтнĕ алебастртан хайланă Аполлон скульптури вырăнне кĕме портикĕ умĕнче Петр Клодтăн бронзăллă квадригине лартнă. Фронтонĕнче гипсран ăсталанă икĕ пуçлă ăмăрткайăк — Раççей империн патшалăх символне — вырнаçтарнă. Театр хăйĕн алăкĕсене 1856 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче уçать.
Хальхи Большой театр [тӳрлет]
2002 çулхи чӳкĕн 29-мĕшĕнче Римский-Корсаковăн «Снегурочка» оперин премьерипе Мăн театрăн çĕнĕ сцени ĕçе кĕрет.
2005 çулхи утăн 1-мĕшĕнче Мăн театрăн тĕп сценине реконструкцине куçараççĕ. Теп сцена çинче хупăниччен юлашкинче (2005 çулхи çĕртмен 30-мĕшĕнче) Мусоргскин «Борис Годунов» оперине кăтартаççĕ. Уçăлассине кĕтмелли вăхăт — 2011 çулхи юпан 2-мĕшĕнче Глинкăн «Руслан и Людмила» (режиссёр-постановщик — Дмитрий Черняков) оперипе уçма палăртнă.
2009 çулта Раççей ПТК ытла нумай тăкаланă пирки уголовлă ĕç пуçарать[1]. По данным Счётной палаты, за период реконструкции Большого театра её стоимость выросла в 16 раз[2].
Паллă пулăмсем [тӳрлет]
- 1776 çулхи пуш, 17— Мăн театăра никĕсленĕ (труппа йĕркелени) кун.
- 1780 çулхи раштав, 30— Петĕр театрне уçнă
- 1805 çулхи юпа, 8— вут-çулăм, Петĕр театрĕ çунса каять
- 1806 — Император театрĕ статусне тивĕçет
- 1808 çулхи ака, 13— Çĕнĕ арбат император театрне уçаççĕ
- 1812 — пушар, театр çурчĕ кĕлленет
- 1821—1824 — театрăн çĕнĕ çуртне О. Бове проекчĕпе тăваççĕ
- 1825 çулхи кăрлач, 6 — Мăн Петĕр театрне уçни
- 1843 — А. Никитин проекчĕпе театăра тĕплĕн юсаççĕ
- 1853 çулхи пуш, 11— пушар, театр çурчĕ çунать
- 1855 çулхи çу, 14— театр çуртне А. Кавосăн проекчĕпе тума çирĕплетеççĕ
- 1856 çулхи çурла, 20— Мăн театăра уçни
- 1888 çулхи раштав, 16— М. Мусоргскин «Борис Годунов» оперин премьери
- 1895 — театр çуртне тĕплĕн юсаççĕ
- 1901 çулхи юпа, 10 — Н. Римский-Корсаковăн «Псковитянка» оперин премьери, Ф. И. Шаляпин Хаяр Йăван ралĕнче
- 1917 çулхи нарăс, 28— Император театрĕн статусĕнчен хăтараççĕ.
- 1919 çулхи çу, 4 — театр оркестрĕн пĕрремĕш симфони концерчĕ, дирижёр Сергей Кусевицкий
- 1919 çулхи раштав, 7— тепĕр ята куçарма хушни: Патшалăх академи Мăн театрĕ
- 1919 çулхи раштав, 12 — Мăн театăра пăрахăçа кăларасшăн
- 1921 çулхи нарăс, 18— Бетховен залне уçаççĕ
- 1921—1923 — И. И. Рерберг ертсе пынипе театр çуртне реконструкцине лартаççĕ.
- 1922 çулхи нарăс— ПӖТК Президиумĕн йышăнăвĕпе Мăн театр ĕçесене малалла тăсать
- 1935 — Д. Шостаковичăн «Леди Макбет Мценского уезда» оперин премьери
- 1937 — Мăн театăра Ленин орденĕпе чыслаççĕ.
- 1941 çулхи ака, 15— çурта çĕнетме тытăнаççĕ
- 1941 — театр Куйбышева эвакуацине куçать
- 1941 çулхи юпа, 28— театр çуртне бомба лекет
- 1943 çулхи авăн, 26 — эвакуацирен таврăннă хыççăнхи пĕрремĕш спектакль
- 1960-мĕш — 1970-мĕш çулсем — çурта çĕнетсе юсаççĕ
- 1961 — Мăн театр Кремльти съездсен керменĕнче сцена вырăнне туянать
- 1968 — Ю.Григорович лартнă А.Хачатурянăн «Спартак» балечĕн премьери
- 1975 — Мăн театр 200 çул тултарни тĕлне çурта юсаса çĕнетеççĕ
- 1976 — Мăн театăра иккĕмĕш хут Ленин орденĕпе чыслаççĕ
- 2002 çулхи чӳк, 29— Мăн театăрăн Çĕнĕ сценине хута яраççĕ.
- 2005 çулхи утă, 1— Мăн театăра реконструкцине хупаççĕ
Театр репертуарĕ [тӳрлет]
Çавăн пекех пăхăр [тӳрлет]
Асăрхавсем [тӳрлет]
Вуламалли [тӳрлет]
- Дмитриев Н. Оперная сцена Московского императорского театра. — М., 1897.
- Государственный ордена Ленина академический Большой театр Союза ССР. — М., 1947.
- Янковский М. Шаляпин и русская оперная культура. — М., 1947.
- Янковский М. Ф. И. Шаляпин. — М.-Л., Музгиз, 1951. 128 с. (Серия «Мастера Большого театра»).
- Шавердян А. Большой театр СССР. — М., 1954.
- Хрипунов Ю. Д. Архитектура Большого театра. — М., 1955.
- Большой театр Союза ССР. Опера. Балет. — М., 1958.
- Грошева Е. А.. Большой театр СССР в прошлом и настоящем. — М., 1962.
- Зарубин В. И. Большой театр. — М., Моск. рабочий, 1990. 64+1с. (Серия «Биография московского дома»).
Каçăсем [тӳрлет]
- Большой театрăн официаллă сайчĕ
- Страница Большого театра в справочнике «Театральная Россия»
- Обзор «Большой театр — паразитический нарост, не имеющий художественной ценности» в журнале «Коммерсантъ-Власть»
- Интервью в журнале «Огонёк» с костюмером Большого театра А. Н. Смирновым
— Живой Журналри этем пĕрлĕхĕн теми «Большой театр»
Шаблон:Мускаври паллă вырăнсем
| Ку вĕçлемен статья Театр çинчен. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |