Бриенц (кӳлĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Бриенц кӳллин тавралăхĕ

Бриенц, — Берн Альпĕнче вырнаçнă кӳлĕ. Тинĕс шайĕнчен 564 метр çӳллĕшĕнче сарăлса выртать. Кӳлĕ лаптăкĕ — 29,2 км2, тăршшĕ — 14 çухрăм, сарлакăшĕ — 2,5 км патнелле, тарăнăшĕ — 259 метр таран.

Бриенц урлă Ааре юханшыв юхса иртет. Бриенц кӳллин çурçĕр-хĕвеланăç çыранĕ тăрăх Бриенц-Интерлакен чукун çулпа шоссе иртет.