Бударин Николай Михайлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Бударин Николай Михайлович

Бударин Николай Михайлович, — чăваш космонавчĕ. 1953 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Енри Киря паççулкинче çуралнă.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1979 çулта Серго Орджоникидзе ячĕллĕ Мускав авиаци институтĕнчен вĕренсе тухнă, инженер-механик дипломне илнĕ. НПО "Энерги"-ре инженер пулса ĕçленĕ, тĕпчев эксперименчĕсемпе космос технологисене аталантарнă. 1989 çулхи нарăс уйăхĕнче Н. М. Бударина космонавтсен ушкăнне кĕртме хатĕрлес тĕллевпе космонавт-испытатель тесе палăртнă. 1989 çулхи — 1991 çулхи кăрлач вăхăтра космос вĕçевĕсене хатĕрлекен пĕтĕм курссенче ăс илнĕ, патшалăх экзаменне тытса явапланă та космонавт-тĕпчевçĕ квалификацине тивĕç пулнă. 1991 нарăс — 1993 çулхи раштав тапхăрĕнче "Союз ТМ" транспорт карапĕ тата "Мир" станци çинче ĕçлеме хатĕрленнĕ. Космос вĕçевĕсене ертсе пыракан операторсен тĕп ушкăнĕнче ĕçленĕ. 1991 кăрлач борт-инженер пулăшу экипажĕнче транспортного корабля "Союз ТМ-21". 1995 çулта 75-талăклă космос вĕçевĕ вăхăтĕнче «Союз ТМ», нумайхутвĕçекен «Атлантис» карапĕсем тата «Мир» орбита комплексĕ çинче тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ.

Чыславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Раççей Паттăрĕ.
  • Вĕçевçĕ-космонавт.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]