Вăрмар районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Вăрмар районĕн карти

Вăрмар районĕ, — Чăваш Енĕн çурçĕр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă районĕ, 1927 çулхи 5 авăн уйăхĕнче туса хунă. Çурçĕр енче Куславкка районĕпе, çурçĕр-хĕвеланăç енче Çĕрпӳ районĕпе, хĕвеланăç енче Канаш районĕпе, кăнтăр енче Тăвай районĕпе юнашар вырнаçнă. Районăн хĕвелтухăç енче Тутарстан Республики вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла 32 çухрăма тăсăлнă, хĕвелтухăç енчен хĕвеланăç енне — 33 çухрăма. Район лаптăкĕ — 598,3 км2. Район администрациĕ Вăрмар ялĕнче вырнаçнă.

Тупмалли

[тӳрлет] Халăх йышĕ, район тытăмĕ

Вăрмар районĕн ял тăрăхĕсем
Арапуç | Аслă Пинер | Аслă Чак | Кавал | Кĕлкеш | Кивĕ Вăрмар | Кĕтеснер | Мăнçырма | Пысăк Енккасси | Хĕрлĕçыр | Чулкаç | Чупай | Шăхаль | Энĕшпуç | Энтриэль


[тӳрлет] Çутçанталăкĕ

Вăрмар районĕ Чăваш платойĕ çинче вырнаçнă, çĕр пичĕ сăртлă, район çĕрĕсене çырмасем темиçе лутра сăртсемпе уйрăм тӳремсăртлăхсем çине çурса пĕтернĕ. Çырмасен вăрăммăшĕ 100—200 метртан пуçласа 2—3,5 çухрăм таран, тарăнăшĕ — 1-10 метр. Районта акшар чулĕпе доломитсен çĕр айăнчи пурлăхсем пур, вĕсенчен пĕри Вăрмартан икĕ çухрăмра кăнтăранăçнелле вырнаçнă. Унтан акшар çăнăхне хатĕрлеççĕ, çавăн пекех ăна Вăрмар стройматериалĕсен завочĕ автомобиль çулĕсем тунă чухне усă курать. Вăрмартан 15 çухрăм кăнтăранăçнелле, Шăхаль çывăхĕнче акшар чулĕпе доломитсене кăлараççĕ. Çакăнтах кирпĕч тумалли суглинăксемпе тăмсене кăлараççĕ. Вăрмар упранăвĕ район тĕпĕнчен кăнтăр-тухăç енче 1,5 çухрăмра пулать, ăна Вăрмарти çурт-йĕр материалĕсен завочĕ ĕçе кĕртет. Энĕшпуç упранăвĕ Энĕшпуç чукун çул чарăнăвĕнчен 1,8 çухрăмра пулать, унпа Канаш кирпĕч завочĕн Энĕшпуç цехĕ усă курать. Кавал салинчен 2 çухрăмра вырнаçнă Кавал упранăвĕпе халĕ усă курмаççĕ, ăна малашлăха валли хăварнă.

Климачĕ вăтам континентлă, хĕлĕсем вăрăм та сивĕ, çăвĕсем ăшă та типĕ. Вăтам температура: кăрлач уйăхĕнче — -13°С, чи сивви -42 °С; утă уйăхĕнчи вăтам температура +18,7°С, чи шăрăххи — + 37°С. Çулталăк тăршшĕпе вăтамран 400 мм юр-çумăр çăвать — нумайрах ăшă вăхăтсенче. Юханшывсен шучĕ сахал. Пысăкраххисем: Кĕтне тата Енĕш, пĕчĕкреххисем: Пăла, Ара. Çак тĕслĕ тăпрасем сарăлнă: кăвак вăрман тăприсен тĕсĕсем, вĕсем районти çĕрсен 84% йышăнаççĕ. Район вăрман-çеçенхир тăрăхĕнче вырнаçнă, вăрмансем район çĕресен 9% йышăнаççĕ. Вăрмансем кăнтăрпа кăнтă-тухăç енĕсенче çеç юлнă. Вăрмансенче юмансемпе çăкасем нумай ӳсеççĕ. Чĕрчунсем сахал. Çурçĕрте тыркассем, районăн тĕп пайĕнче сăвăрсем тĕл пулаççĕ. Вăрмансенче тилĕсем, мулкачсем, кашкăрсем, хир сыснисем çӳреççĕ, тытма юрăхлă кайăксенчен — пăчăрсемпе ăсансем (вĕсем питĕ сайра тĕл пулаççĕ).

[тӳрлет] Паллă çыннисем

[тӳрлет] Спорт, физкультура

Вăрмарти физкультурăпа спорт комплексĕ‎

[тӳрлет] Асăрхавсем

[тӳрлет] Вуламалли

[тӳрлет] Каçăсем


Вăрмар районĕн пурăну вырăнĕсем
Административлă тĕпĕ: Вăрмар

Ялсем: Çĕнĕ Вĕренер | Çĕнĕ Кинчер | Çĕнĕ Мăнтăр | Çĕнĕ Шулхан | Çиçтĕпе | Çитмĕш | Çӳлти Кинчер | Анаткас | Арапуç | Аслă Пинер | Аслă Чак | Атнаш | Вăтакас | Ичеснер Атайкасси | Кĕçĕн Чак | Кĕçĕн Шăхаль | Кĕлкеш | Кĕтеснер | Кавал | Карăк çырми | Кивĕ Вăрмар | Кивĕ Вĕренер | Кивĕ Мăнтăр | Кивĕ Шулхан | Мăнçырма | Пăвакасси | Пăртас | Пĕчĕк Енкасси | Пĕчĕк Енккасси | Патти | Патти разъезчĕ | Пысăк Енккасси | Саруй | Тикеш | Тупах | Уйкас | Урнар | Хĕрлĕçыр | Чăрăшçырма | Чĕкету | Чулкаç | Чупай | Шăплат | Шăхаль | Шутнерпуç | Эçпепе | Энĕшпуç | Энĕшпуç станцийĕ | Энтриэль | Ямпай

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем