Вăрнар районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Вăрнар районĕн картти

Вăрнар районĕ, — Чăваш Ен варринче вырнаçнă районĕ, 1927 çулхи 5 авăн уйăхĕнче туса хунă.

Тупмалли

[тӳрлет] Тавралăхĕ

Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Элĕк тата Красноармейски районĕсемпе, хĕвеланăç енче Çĕмĕрле районĕпе, хĕвелтухăç енче Канаш районĕпе, кăнтăр енче Йĕпреç районĕпе юнашар вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла, хĕвелтухăç енчен хĕвеланăç енне 35 çухрăмалла тăсăлнă. Район çĕрĕ-шывĕн лаптăкĕ — 1012,6 км2. Район администрацийĕ Вăрнар паççулкинче вырнаçнă.

[тӳрлет] Халăх йышĕ, район тытăмĕ

1999 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче районта 44,2 пинĕ çын пурăннă, çав шутра 13,2 пинĕ çын — хулара (29,8 %) тата 31,0 пинĕ çын — ял çыннисем (70,2 %). Вăрнар районĕнче пĕр поселок, 101 ял. Ялта вăтамран 323 çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ - 44,3 çын/тăваткалçухрăм. 91 % пурăнаканĕ — чăвашсем.

Семен Элкер Вăрнар районне кĕрекен Çармăс ялĕсем çинчен çапла çырнă:

...Кушлавăшсем пуçланнă ĕмĕрте Çавалăн анат вĕçĕнче, паллах, сĕм вăрмансем пулнă, унта çармăссем те пурăннă. Этнографсем каланă тăрăх, чăвашсемпе хутшăнса кайнă çармăс йăхĕсем пурăна киле йăлтах чăвашланса çитнĕ. Çавлăн анат вĕçĕнче те, Кушлавăш тăрăхĕнче техаль çармăссем çук. Анчах та чăваш хушшинчи хăш-пĕр ялсемпе çырма-çатра ячĕсем паян кунчченех çармăс чĕлхине е çармăс халăхне аса илтереççĕ. (Кушлавăш уйĕпе унăн çывăхĕнчех Пăтавăш, Кăкавăш, Мăркавăш ятлă пĕчĕк юханшывсем, Уравăш, Явăш, Туçи-Çармăс, Хурăнсăр-Çармăс ятлă ялсем пур тата ытти те)...


[тӳрлет] Çутçанталăкĕ

Çутçанталăк кунта вăтам континентлă. Вăтам температура кăрлачра -12,9°С сивĕ, утăра — 18,3°С ăшă, чи шартлама сивĕ -44 °C, питĕ шăрăх- 39,7°С. Çулта çĕр çине 552 мм çумăр-юр ӳкет. Юханшывĕсем пысăках мар. Çурçĕр-хĕвелтухăç енче Мăн Çавал 43 çухрăм тăршшĕ, кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче — Кĕçĕн Çавал 28 çухрăм тăршшĕ юхать.

[тӳрлет] Хуçалăх

Вăрнарти аш-пăш комбиначĕ ĕçлет. Чукун çул чарăнăвĕ, Пассажир авто-транспорт йĕркелĕвĕ пур.

[тӳрлет] Паллă çыннисем

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет] Асăрхавсем

[тӳрлет] Вуламалли

Краснов П.И. Край Вурнарский. — Вăрнар: 2002. — 93 с. — 2 000 экз.

[тӳрлет] Каçăсем


Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем