Вĕренекен

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вĕренекен (вырăс. ученик (-ица), учащийся (-аяся)), — вĕренмелли вырăна ятарласа, вĕренес тĕллевпе, çÿрекен çын. Çавăн пекех кун пек вырăна ятарласа çÿремесĕрех вĕренекен, вĕренсе пыракан çынна та çаплах калаççĕ. Вăл е ку лару-тăрура та пĕр сăмахпах усă кураççĕ, кам пирки иккенне контекстран уйăрса илме пулать.

Тĕслĕхсем. 1) Вырăс Сурăм салинче пурăнакан 89 çулхи Моляков Александр Васильевичран 2009 çулта 6-мĕш класра вĕренекен Майорова Екатерина Петровна çырса илнĕ. (Чуваш.орг. сайтран) 2) Ылханлă фашистсем Мускав çине тапăнса килне чухне Малоярославец патĕнче N-лĕ çар шкулĕнче вĕренекен курсантсем вăйлă çапăçрĕç. (В.Бараев). 3) Эп / утма вĕренекен ача / пĕр хăй çеç пулнă пек — пĕчченччĕ. (Г.Айхи). 4)Паянхи чăваш сăвăçĕсем пурте — Çеçпĕл Мишши вĕренекенĕсем. (Хаçатран).