Ванеркке Николай Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ванеркке Николай Иванович, — çӳтĕçпе культура ĕçченĕ, букварь, орфографипе терминологи словарĕсен авторĕ. 1896 çулхи юпа уйăхĕн 11 халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районне кĕрекен Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă. 1929 çулхи авăн уйăхĕн 21 çав ялтах вилнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1916 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă, 1917—1920 çулсенче Çĕрпӳри уезд çутĕç пайĕнче, 1922—1926 çрлсенче Чăваш парти обкомĕн политçутĕç пайĕнче, 1926—1929 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин яваплă редакторĕнче ĕçленĕ. Чĕлхе, культура, наци ыйтăвĕсемпе çивĕч статьясем çырнă, Чăваш облаçĕнче чăваш чĕлхине тĕп чĕлхе туса хурас тĕлĕшпе тĕрлĕ комиссисенче, ĕç хучĕсен чăвашла терминĕсене хатĕрлес енĕпе ĕçленĕ. Чăваш орфографийĕн правилисемпе словарьне пичетлесе кăларнă, чăваш чĕлхин пĕрремĕш орфографи словарĕн (1926) авторĕ шутланать. Унăн «Хресчен букварĕ» тăватă хут çапăнса тухнă (1926—1929). Чăваш кĕнеке издательстви çумĕнчи Наукăпа методика комиссийĕн секретарĕ пулнă. 1926 çулта ăна Чăваш АССР Çутĕç халăх комиссариачĕ çумĕнчи Академи центрне, 1929 çулта Ăслăлăхпа культура канашĕн чăн членне суйланă. 1928 çулта чăваш энциклопедине хатĕрлесси çинчен пуçласа сăмах хускатнă («Канаш», 1928, утă уйăхĕн 18-мĕшĕ).

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Хресчен букварĕ. Çитĕннисене хутла вĕрентмелли кĕнеке. Ш.: Всероссийская чрезвычайная комиссия по ликвидации неграмотности, 1924;
  • Хресчен букварĕ. Çитĕннисене хутла вĕрентмелли кĕнеке. Ш.: Всероссийская чрезвычайная комиссия по ликвидации неграмотности, Мускав: Центриздат, 1925;
  • Хресчен букварĕ. Çитĕннисене хутла вĕрентмелли кĕнеке. Ш.: Всероссийская чрезвычайная комиссия по ликвидации неграмотности, Урăхлатнă 3-мĕш кăларăм. Ш., 1927;
  • Хресчен букварĕ. Çитĕннисене хутла вĕрентмелли кĕнеке. Ш.: Всероссийская чрезвычайная комиссия по ликвидации неграмотности, 4-мĕш кăларăм. Ш., 1928;
  • Ют чĕлхесенчен хутшăннă сăмахсен пĕчĕк словарĕ. Ш.: Чăваш кĕнеке уйрăмĕ, 1924;
  • Чăваш чĕлхийĕн орфографи словарĕ. Ш.: Чăваш кĕнеке уйрăмĕ, 1926;
  • Чăвашла çырасси (Чăваш чĕлхийĕн орфографи словарĕ). Юсаса тӳрлетнĕ 2-мĕш кăларăм. Ш., Чăваш кĕнеке умрăмĕ, 1929;
  • Правила чувашского правописания // Саккун хыпарĕ. Ш., 1926; № 21-22;
  • Кĕнччелер терминĕсем // Халăха вĕрентес ĕç. Ш.: 1929. 5№, 6-7№, 9№.