Ван Гог Винсент

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Ван Гог, Винсент çинчен куçарнă)
Винсент Ван Гог
гол. Vincent Willem van Gogh
Винсент Ван Гог сăнарĕ, Д. П. Расселл 1886
Винсент Ван Гог сăнарĕ, Д. П. Расселл 1886
Çуралнă вăхăт:

1853, пуш, 30

Çуралнă вырăн:

Грот-Зюндерт

Вилнĕ вăхăт:

1890, утă, 29

Вилнĕ вырăн:

Овер-сюр-Уаз

Жанр:

Тĕрлĕ енлĕ сăнар ĕçĕ

Вĕренӳ:

Брюссельти тата Антверпенри Илем академийĕ

Стиль:

импрессионизм хыçалхи тапхăрĕ

Commons-logo.svg Викиампарти ĕçсем

Винсент Виллем Ван Гог (нидерл. Vincent Willem van Gogh), (1853-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕ - 1890-мĕш çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕ), Грот-Зюндерт, Нидерланд — 29 июля 1890, Овер-сюр-Уаз, Франци) — пĕтĕм тĕнче пĕлекен нидерланд-француз ÿнерçи, импрессионизм хыçалхи тапхăрĕн элчи.

Ачапа яшлăх çулĕсем[тӳрлет]

Винсент Ван Гог Бреда çывăхĕнче, кăнтăр Нидерландăн Çÿрçĕр Брабант пайĕнче, Бельги чиккипе юнашар вырнаçнă Грот-Зюндерт (нидерл. Groot Zundert), ялĕнче çуралнă. Кил-йышĕ пысăк пулнă. Ашшĕ, Теодор Ван Гог протестант пасторĕ пулнă. Амăшĕ, Анна Корнелия Карбентус, Гаагари хисеплĕ кĕнеке сутавçин хĕрĕ пулнă. Анна Корнелия çемçе кăмăллă, илемлĕхе ăнланакан хĕрарăм, хăй те ÿкерме юратнă; пур ачисем те унран илемлĕх туйăмне еткерсе илнĕ. Винсент хăйне май кăмăллă ача пулнă, малтанах килти çутĕç илнĕ.

1864-мĕш çулта Зевенбергенти шкул-интернатра вĕренме пуçлать. Тăван килтен уйăрăлни унăн чунне йывăр амантнă.
1866 -1868-мĕш çулсенче Тилбургри II-мĕш Виллем ячĕллĕ колледжра вĕренет. Винсента франц, анкăл, нимĕç чĕлхисене вĕренме çăмăл пулать. Кунта вăл ÿкерме те вĕренет.
1869 - 1876-мĕш çулта Винсент Гаагари Goupil & Cie ятлă илемлĕ ÿнер ĕçĕсене сутса-илекен вырăна сутуçă пулса ĕçлет. Пĕр вăхăт хушши ун ĕçĕсем тăвалла пыраççĕ. Ĕç енĕпе Лондонра пулать, унти музейсенче Жан-Франсуа Милле тата Жюль Бретон ĕçĕсемпе киленет. Парижра Салонпа Луврти куравсене çÿрет. Вăл илемлĕ сĕçĕсен шайне ăнкаракан пулать. Суту-илÿ ĕçĕпе кăсăкланми пирки ĕçĕсем япăхса каяççĕ. Ырă ĕçсем тăвас шухăш-кăмăл ăна тĕн ĕçченĕ пулма хавхалантарать.
1876 - 1878-мĕш çулсенче тĕрлĕрен ĕç-пуç туса аппаланать, ниçта та чун туртакан ĕç тупса лăпланаймасть.

Ÿнерçĕ пулса тăни[тӳрлет]

1880-мĕш çулсенче ÿнерçĕ пулас тесе çирĕп шухăш тытать. 1880-1881-мĕш çулсенче Брюссельти, 1885-1886-мĕшĕсенче Антверпенри Илем академине вĕренме çÿрет, Антона Мауве ÿнерçĕ канашĕсемпе усă курать, кăмрăк чавса кăларакансене, хĕресченсемпе тĕрлĕ ĕç çыннисене ÿкерет. «Хĕресчен хĕрарăмĕ» (1885), Крёллер-Мюллер музейĕ, Оттерло; «Çĕрулми çиекенскем» (1885), «Нюэненри кивĕ чиркÿ тăрри» (1885), «Пушмаксем» (1886), Винсент ван Гогăн Музейĕ, Амстердам). Ку ĕçсенче ÿнерçĕ тĕттĕм сăрăсемпе усă курать, ĕç халăхĕн йывăр пурнăçне кăтартать.
1886-1888-мĕш çулсенче Парижра Ван Гог Европари паллă вĕрентекен П. Кормонăн ĕç лаççине çÿренĕ, импрессионизм юхăмĕн ÿнер ĕçне, япони гравюрине, Поль Гоген хайлавĕсене тишкернĕ. Çак тарантан ÿнерçĕн сăрă тĕссисем çуталса пыраççĕ, сенкер, ылтăн-сарă, хĕрлĕрех тĕссем хушăнаççĕ, вăл хăвăрт та вĕтĕ, юхса пынă пек мелĕпе сĕрме пуçлать «Агостина Сегатори «Тамбурин» кафере» (1887-1888), «Сена урлă кĕпер» (1887), Винсент ван Гогăн Музейĕ, Амстердам; «Танги атте» (1887), Роден музейĕ, Париж, «Париж çине Лепик урамĕнчи Тео хватерĕнчен пăхни» (1887), Винсент ван Гогăн Музейĕ. Париж тапхăрне «Мольберт умĕнчи хăйĕн сăнарĕ» вĕçлет.

Юлашки çулсем. Пултарулăхĕ ÿссе аталанни.[тӳрлет]

1888-мĕш çулта вăл Арль хулине çитет. Халĕ вăл тинех хăйĕн меслечĕпе алне тупса палăртнă. Кăвар чĕреллĕ илем туйăмĕ, телей патне ăнтăлни, çав вăхăтрах çына хирĕç тăракан вăйсенчен шикленни, хĕвеллĕ тĕссемпе çуталса тăракан кăнтăрти çутçанталăк сăнарĕсенче те («Сарă çурт» (1888), «Гогенăн Кану пуканĕ» (1888), «Вырни. Ла-Кро лапамĕ» (1888), Винсент ван Гогăн Музейĕ, Амстердам), те çĕрлехи шиклĕ туйăма асаилентерекен («Каçхи кафе» (1888), Крёллер-Мюллер музейĕ, Оттерло); чун кĕртсе пурнăçпа тултарат: («Арлти хĕрлĕ виноград сачĕсем» (1888), А. С. Пушкин ячĕллĕ Патшалăх илемлĕ ÿнер музейĕ, Мускав), («Ван Гогăн Арлти çывăрмалли пÿлĕмĕ» (1888), Винсент ван Гогăн Музейĕ, Амстердам). Пурнăçĕн юлашки эрнинчеВан Гог паллă ĕçне: «Улакураклă тулă уйĕ» ÿнерет...
1890-мĕш çулхи кăрлач кăларăмĕн «Меркюр де Франс» журналта Ван Гогăн «Арлти хĕрлĕ виноград сачĕсем» çинчен пăрремĕш тишкĕрÿллĕ Альбер Орье хăпартланса хайланă çыравĕ тухнă.
Шутсăр нумай та йывăр ăçлени тата хăйне тĕрĕс тытманни (абсент ĕçсе супнă), Ван Гога юлашки çулсенче чун чирĕ аптратма пуçлать. Унăн сывлăхĕ япăхланать, вăл чун чирĕпе аптракансене сиплекен Арлти çурта лекет, унтан Сен-Реми-де-Провансри (1889-1890), каярах Овер-сюр-Уазри çуртсенче сипленет, кунта вăл Гаше докторпа (ÿнерçĕ), паллашать. Унтах вăл утă уйăхĕн 1890-мĕш çулхи 27-мĕшĕнче перĕнет, хăйех больницана çитет, аманнă хыççăн 29 сехет иртсен, юн çухатнинчен вилсе каять. Винсент Ван Гога Овер-сюр-Уаз çăвинче пытарнă.

Курав речĕ[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

  • Винсент Ван Гог Письма, — Санкт-Петербург, «Азбука», 2000
  • Мурина Е. Ван Гог — М., «Искусство», 1978

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]