Вепссем
Вепссем, — Карелипе Санкт-Петербургра пурăнан финн-укăр халăхĕ. Вепс чĕлхипе калаçаççĕ. Халăх йышĕ 12 пине яхăн çын. Чи çывăх халăхсем — карелсем, финнсем, эстонсем.
Тупмалли |
Халăх йышĕ [тӳрлет]
2002 çулхи халăх çыравĕпе Раççейре 8240 вепс пурăнать. 1989 çулта 12 пин, 1959 çулта 16 пин пулнă. Ача сахал çурални çеç халăх çухалса пынин пĕртен-пĕр сăлтавĕ пулма пултараймасть.
Патшалăхĕ [тӳрлет]
Вепсем паянхи куна та патшалăхăн кирек епле ĕлки те çук. Автономие тăвас шухăшпа, 1920-1930 çулсенче вепс районĕсене йĕркеленĕ (Ленинград облаçĕнчи Винница районĕ, Карели республикинчи Шелтозеро районĕ). Çак районсенче шкулта вепс чĕлхипе вĕрентнĕ. 1994 çулта Карели республикинчи Онега районĕнче Вепс Наци вулăçне туса хунă. Анчах та тепĕртакран ăна та пăрахларĕç.
Вепс чĕлхи [тӳрлет]
- Тĕпленрех Вепс чĕлхи уйрăм статьине вулăр.
Вепс чĕлхи финн-укăр чĕлхи, балти-финн ушкăнне кĕрет. Алфавичĕ — латиница никĕсĕпе. Статусĕ - хăрушлă. Калаçакансен шучĕ ӳксех пырать, сахал кĕнеке пичетлеççĕ.
Паллă вепссем [тӳрлет]
- Николай Абрамов — сăвăç[1].
Асăрхавсем [тӳрлет]
Каçăсем [тӳрлет]
- Vepsän Seura - Вепс пĕрлешĕвĕ
- Халăх "хĕрлĕ кĕнеки" - Вепссем
|
|
|
|---|---|
| Атăл | пăрттассем • мари • меря • мещера • мăкшă • ирçĕ • муромсем |
| Пермь | Пеçĕрменсем • коми-ирçĕсем • коми-пермяксем • коми-язьвисем • удмуртсем |
| Балтиçум | вепссем (веç) • водь • ижора • карелсем (çав шутра корела • ливвиксем • людиксем • тĕвер карелĕсем) • ливсем • финсем (çав шутра сумь • емь) • чудь • эстонсем (çав шутра сету) • нарова |
| Укăрсем | венгрсем (çав шутра яссем • секейсем • чангошсем) |