Верментино

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Верментино - ( Vermentino ) - шурă иçĕм сорчĕ.Тăван енĕ : Вăтаçĕр тинĕсĕн хĕвеланăç çырмисем.

  • Урăх ячĕсем : Vennentino, Varresana blanca, Rolle.

Ампелографи[тӳрлет]

Ампелографи шукăшпа Верментино Мальвазия иçĕм сортран пулнă.Верментино çырлисем каярах пиçеççĕ.Верментино сортран тунă эрехсем ананас, пăрăç тата пиçнĕ груша шăршисемпе техĕмлĕ.

Сарăлни[тӳрлет]

Паян Верментино хăвăн тăван енре анлăн сарăлнă :

  • Корсика утравĕ ( Франци ) : кунта Верментино Юни блан сортпа хутăшаççĕ.Францире Верментино 3 600 гектарсемче ӳстереççĕ ;
  • Сардини утравĕ ( Итали ) : кунта Верментино чи паллă, чи паха шурă иçĕм сорчĕ.Чилайăш пылаксăр эрехсем тăваççĕ ;
  • Лигурия облаçĕ ( Итали ) : Чинкетерре тăрăхра паха пылаксăр тата десертлă эрехсем тăваççĕ.